Ырлӑха халӗ те кӗтсе илеймен

Патшалӑх контракчӗпе килӗшӳллӗн пӗлтӗр вӗсене вӗр-ҫӗнӗ шыв башнисем лартса панӑ. Анчах та тахҫантанпах ӗмӗтленнӗ ырлӑха Красноармейски районӗнчи Карай ял тӑрӑхӗнче пурӑнакансем паян кун та кӗтсе илеймен. 

Иртнӗ ҫул Карай тӑрӑхне кӗрекен 4 ялта кивелсе кайнӑ шыв башнисене ҫӗнетес тӗллевпе 4 миллион ҫурӑ тенкӗлӗх муниципаллӑ контракт ҫирӗплетнӗ. Ҫулталӑк вӗҫӗнче башньӑсене вырнаҫтарнӑ. Анчах та халӑх вӗсемпе халӗ те усӑ кураймасть. 4 башньӑран пӗри кӑна юсавлӑ. 

Алексей Енейкин, Святослав Петров