Патӑрьел тӑрӑхӗнче пуре 125 ҫухрӑм шыв пӑрӑхӗ хывмалла. Шӑнкӑртамра харӑсах 4 подряд организацине явӑҫтарнӑ. Вӗсенчен пӗри ялӑн Ҫӗнӗ Кӑнтӑр микрорайонӗнче ӗҫлет. Ку лаптӑкра нумай ачаллӑ ҫемьесене ҫӗрпе тивӗҫтереҫҫӗ. Унта газ тата ҫутӑ кӗртнӗ. Халӗ вара кӗҫех шыв пулать.
Шӑнкӑртамри Кӑнтӑр микрорайонта кӑҫалхи ҫул вӗҫлениччен 12 ҫухрӑм шыв пӑрӑхӗ хумалла. Пӗтӗмӗшле ӗҫе вара килӗшӳ тӑрӑх 2027-мӗш ҫулта пӗтермелле. Республика Пуҫлӑхӗн хушӑвӗпе тата Чӑваш Енӗн 2030-мӗш ҫулчченхи аталану программипе килӗшӳллӗн регионти 40 пин ытла ҫынна таса шывпа тивӗҫтермелле.
Оксана Верликова, Виктор Степанов