Вӑл Мускав районӗнче "Чи лайӑххи" ята тивӗҫнӗ. Чи кӑсӑкли - ӗҫе кашни кун Муркаш тӑрӑхӗнчен ҫӳрет.
Уҫӑ сывлӑшра ӗҫлени сывлӑхшӑн усӑллӑ, тет 64 ҫулти Тамара Львовна. Вӑл Максим Горький урамӗнчи тата Атӑлҫи бульварӗнчи ҫуртсен картишӗсене 17 ҫул тасатса тӑрать. Уйрӑмах хӗлле йывӑр, тет. Ҫил-тӑман хуҫаланнӑ вӑхӑтра тротуарсене анчах мар, картлашкасемпе ҫуртри пурте усӑ куракан балконсене те тимлӗх уйӑрмалла. Ӗҫӗ чылай.
Тамара Тарасова Муркаш тӑрӑхӗнчи Мӑн Сӗнтӗрте пурӑнать. Эрнере Шупашкара сахалтан та 6 хут хутлама тивет. Автобуспа ҫӳрет, шартлама сивӗре транспорт рейса тухманни те пӗрре мар пулнӑ. Ҫул ҫинче тӗрлӗ кӗтменлӗх те сиксе тухма пултарать. Ҫапах та хастар дворник палӑртнӑ вӑхӑта яланах ҫитме тӑрӑшать.
Темле йывӑр пулсан та ку ӗҫе Тамара Тарасова пӑрахма шутламан та. Тивӗҫлӗ канӑва тухиччен нумай ҫул пир-авӑр комбинатӗнче вӑй хунӑ. Пенсире вара ҫӗнӗ профессине алла илнӗ. Дворникре ӗҫлеме ӑна хӑй вӑхӑтӗнче юлташӗ хавхалантарнӑ, иккен.
Тамара Тарасова ӗҫне ырлаҫҫӗ. Картишӗнче - тирпейлӗ, подъездсенче таса, - теҫҫӗ кунта пурӑнакансем. Дворник кӑмӑлне вара тав сӑмахӗсемпе хӑпартаҫҫӗ. Нумаях пулмасть хула конкурсӗнче те Тамара Львовнӑна палӑртнӑ. Вӑл Мускав районӗнче "Чи лӑйӑххи" ята тивӗҫнӗ, 20 пин преми илнӗ.
Тамара Тарасовӑна ӗҫре упӑшки пулӑшать. Уйрӑмах ҫил-тӑвӑл хуҫаланнӑ вӑхӑтра арҫын вӑйӗ кирлӗ. Ӗҫтешӗсемпе те мухтанать хастар хӗрарӑм. Шартлама сивӗре пуҫлӑхсем пире вӗри чейпе сӑйлаҫҫӗ, уявсенче парнесемпе хавхалантараҫҫӗ, каласа парать Тамара Львовна.
Вероника Павлова, Святослав Петров