Шупашкар хулин депутачӗсем графикрен юлса пыракан строительство объекчӗсене асӑрхасах тӑраҫҫӗ

Хальхинче вӗсем "Благовещенски" тата "Университет" микрорайонсенче ҫӗкленекен ача сачӗсенче тата "Садовӑйри" пӗлӳ ҫуртӗнче пулса курчӗҫ. 

Хула пухӑвӗн депутачӗсем малтанах "Благовещенски" микрорайонти ача сатӗнчи ӗҫсемпе паллашрӗҫ. Шкул ҫулне ҫитменнисен вӗренӳ учрежденине хута ямалли вӑхӑта темиҫе хут та куҫарнӑ. Ҫакна проекта улшӑнусем кӗртнипе, стройматериалсем хакланнипе сӑлтавлаҫҫӗ. Халӗ объект 98% хатӗр ӗнтӗ. "Садовӑй" микрорайонти пулас шкулти лару-тӑру вара ытлашши савӑнтармасть. Ҫак объектра депутатсем уйӑх каялла кӑна тӗрӗслевпе пулнӑ. Унтанпа темех улшӑнман. Вӗренӳ учрежденийӗн 4 корпусӗнчен иккӗшне кӑна ҫӗкленӗ, йӗри-тавра тирпей-илем кӗртме пуҫланӑ. Ҫавӑн пекех рабочисем футболла вылямалли лаптӑка тата чупмалли ҫулсене тӑваҫҫӗ. Объектра мӗн пур ӗҫӗн ҫуррине кӑна тунӑ. Графикрен юлса пынине подряд организацийӗ укҫа-тенкӗ ҫителӗксӗр уйӑрнипе сӑлтавлать. "Университетски - 2" микрорайонти ача сатне вара туса пӗтернӗпе пӗрех. Вӑл 99% хатӗр. 

Елена Дмитриева, Святослав Петров