Сӗнтӗрвӑрри тӑрӑхӗнчи Нарат Чакки ялӗнче Михаил Архангел ячӗпе кирпӗчрен чиркӳ хӑпартнӑранпа 110 ҫул ҫитрӗ

Ҫавна май Шупашкар тата Чӑваш митрополичӗ Савватий унта кӗлӗ ирттерчӗ.

Ҫак чиркӗвӗн историйӗ 1748 ҫултанпа пырать. Малтан кунта пысӑках мар йывӑҫ чиркӳ пулнӑ. Ӑна темиҫе хутчен те юсаса ҫӗнетнӗ, вӑл пушартан та шар курнӑ. 1907 ҫулта ял халӑхӗ Алексей Богатырёв священник пуҫарӑвӗпе кирпӗчрен ҫӗнӗ чиркӳ тума пуҫланӑ, ӑна 1915-мӗш ҫулта хута янӑ. Михаил Архангел чиркӗвӗ хӑй ӗмӗрӗнче темӗн те курнӑ. Турӑ ҫурчӗсене пур ҫӗрте те аркатнӑ, хупса лартнӑ тапхӑрта, активистсем Нарат Чаккине те пырса ҫитнӗ, чансене илсе пӑрахасшӑн, чиркӗве ҫӗмӗресшӗн пулнӑ. Ҫакна пӗлсен сала ҫыннисем тата таврари 12 ял халӑхӗ пурте пӗрле пуҫтарӑнса, алла-аллӑн тытӑнса 3 ункӑ чӗрӗ карта ҫавӑрнӑ. Салтаксем вӗсене хирӗҫ каяйман. Ҫавӑн хыҫҫӑн халӑх тӑрӑшнипе сыхланса юлнӑ чиркӗве аркатас текенсем пулман. Вӑл Тӑван ҫӗршывӑн Аслӑ вӑрҫи пынӑ чухне ҫеҫ священник пулман пирки хупӑ тӑнӑ. 

Наратчаккисемпе юнашар ялсенче пурӑнакансем хӑйсен чиркӗвне питӗ юратаҫҫӗ, унӑн историне асра тыттаҫҫӗ, упраҫҫӗ. Чиркӳ настоятелӗ Валерий Смирнов иерей кӗлӗсене чӑвашла ирттерме тӑрӑшать. Уяв службине халӑх уйрӑмах йышлӑ пухӑнчӗ. 

Шупашкар тата Чӑваш митрополийӗн пуҫлӑхӗ Савватий чиркӳ настоятельне Валерий Смирнов иерее, унӑн Турра юрӑхлӑ, таса чиркӳшӗн туса пыракан пархатарлӑ ӗҫне тивӗҫлипе хакласа камилавка парса чысларӗ. 

Валерий Смирнов иерей Михаил Архангел чиркӗвӗн настоятелӗнче 2016-мӗш ҫулхи раштав уйӑхӗнче ӗҫлеме пуҫланӑ. Хӑй каланӑ тӑрӑх, малтанхи вӑхӑтра ҫӗнӗ вырӑна хӑнӑхма ҫӑмӑлах пулман ӑна. Халӗ вара ун тавра чӑн тӗнпе пурӑнакан туслӑ прихут чӑмӑртаннӑ. 

Нарат Чакки чиркӗвӗ ҫӗршыври упраса хӑвармалли историпе культура объекчӗсен йышӗнче тӑрать. Чиркӗве ҫӳрекенсем синкер саманара кунти чаплӑ турӑшсене, паникадиласене, хоругвисене, службӑсенче усӑ курмалли ытти япаласене упраса хӑварма пултарнӑ. Ҫынсен усал ӗҫӗсем манӑҫа тухаҫҫӗ. Ырӑ ӗҫӗсем вара ӗмӗрлӗхе халӑх асӗнче юлаҫҫӗ. Михаил Архангел чиркӗвӗ иртнӗ ӑрурисен хӑвачӗпе мӑнаҫлӑхне, ӗҫченлӗхӗпе хастарлӑхне чӑннипех те кӑтартса паракан тӗслӗх. 

Роза Деменцова, Зинаида Паршагина