Патӑрьелте хӗл варринче нумай хваттерлӗ ҫуртра калӑпӑшлӑ ӗҫе пуҫӑннӑ

Вӑл ҫурт-йӗре тӗпрен юсамалли республика программине лекнӗ, унпа килӗшӳллӗн кивӗ ҫивиттине пӗлтӗр ҫулталӑк вӗҫлениччен улӑштармалла пулнӑ. Анчах рабочисем кунта нумай пулмасть ҫеҫ килнӗ. Ҫил-тӑман вӗҫтернӗ хушӑра ҫурт тӑррисӗр юлнӑран пӳлӗмсене вара шыв аннӑ. 

Ленин проспектӗнчи 21-мӗш ҫуртра пурӑнакан Фаина Краснован кӑмӑлӗ тулса ҫитнӗ. 2017-мӗш ҫулта вӑл кунта хваттер туяннӑ, ӑна юсаса тирпейленӗ. Ҫурт тӑрри юрӑхсӑра тухнӑран, ҫынсене тара тытса хӑйӗн пӳлӗмӗсем тӗлӗнчи шӑтӑксене саплаттарнӑ. Кивӗ сийе пӗтӗмпех улӑштарасса чылайранпа кӗтнӗ. Анчах ку ӗҫ ҫапла нуша кӑтартасса тӗлленмен, паллах. Юр нумай ҫунӑ кунхине тӑрӑсӑр юлнӑ ҫурта шыв аннӑ. Ҫурта 80-мӗш ҫулсен пуҫламӑшӗнче хута янӑ. Унтанпа тӑррине пӗрре те ҫӗнетмен. Анчах тахҫанах кӗтнӗ юсав хӗл варринче пуҫланасса шутлама пултарайман кунта пурӑнакансем. 

Ирина Николаева, Игорь Ульянов