Нумай хваттерлӗ ҫуртсенче газпа ҫыхӑннӑ пӑтӑрмахсен шучӗ йышланнӑ

Иртнӗ ҫул ҫакнашкал 12 тӗслӗхре 20 ҫын шар курнӑ, 7-шӗ пурнӑҫран уйрӑлнӑ. Ҫулталӑк пуҫланнӑранпа вара Чӑваш Енре "кӑвак ҫулӑмпа" ҫыхӑннӑ икӗ инкек пулнӑ. 

Вӗсенчен пӗри тӗп хулари Граждан урамӗнчи 58-мӗш ҫуртӑн пӗрремӗш корпусӗнче. Сӗрӗм тивнипе хваттерте пурӑнакан 4 ҫын аптраса ӳкнӗ. Специалистсем тӗрӗслев ирттернӗ хыҫҫӑн, пӳлӗмре вентиляци тытӑмӗ ӗҫлеменнине тупса палӑртнӑ. Тепӗр инкек вара Элӗк салинче пулнӑ. Хваттер хуҫи плита ҫине апат пӗҫерме лартса янӑ, хӑй ҫывӑрса кайнӑ. Кастрюль вӗресе тӑкӑннӑ та ҫулӑма сӳнтернӗ, газ вара тухса тӑнӑ. Вӑраннӑ арҫын ҫутӑ ҫутать те - сирпӗнсе каять. Телее, никам та суранланман. Хӑрушсӑрлӑх йӗркине мӗнле пӑхӑннине тӗрӗслес тӗллевпе ведомствӑсем хушшинчи комисси Граждан урамӗнчи 58-мӗш ҫуртӑн 1-мӗш корпусӗнчи хваттерсене тимлӗх уйӑрчӗ. Вентиляци тытӑмне ҫурта пӑхса тӑракан компанин хӑй тӗллӗн е ҫакӑн валли ятарласа явӑҫтарнӑ организацин асӑрхаса тӑмалла. Ҫак ӗҫпе ҫыхӑннӑ тӑкак коммуналлӑ ҫӑмӑллӑхсемшӗн тӳлекен статьяна кӗрет. Ҫавӑнпа та хваттер хуҫисен уйрӑм тӳлемелле мар. 

Леонид Петров, Святослав Петров