Хӗлле юр тасатаҫҫӗ, ҫулла ҫулсене шӑлса тирпейлеҫҫӗ

Шупашкарти "Зеленстрой" пӗрлешӳ ҫӗнӗ техникӑпа пуянланнӑ. Нимӗҫ техники "Керхер" кӗске вӑхӑтра ҫулсене юртан тасатса тухать. Хӑватлӑ машин пысӑк трактор кӗреймен вырӑнсене те "такӑрлатать", алӑпа ӗҫлекенсен ӗҫне самай ҫӑмӑллатать.

Ҫакнашкал техника парксемпе скверсене тирпейлесе тӑнӑ ӗҫре питӗ вырӑнлӑ. Ҫавӑнпа та ӗнтӗ Шупашкар администрацийӗ "Зеленстрой" предприяти паркне ҫӗнетме пулӑшнӑ. Саратов хулинчен 4 машин кӳрсе килнӗ. Хӑватлӑ техника 10-15 ҫынна улӑштараять. Вӑл харӑсах темиҫе ӗҫ тума пултарать: хӗлле юр тасатнипе пӗрлех хӑйӑрпа тӑвар хутӑшӗ сапса пырать, ҫулла ҫӳп-ҫап пуҫтарать тата ҫулсемпе тенкелсене дезинфекцилет. 

 

Елена Дмитриева, Виктор Степанов