Ҫитес уйӑхран коммуналлӑ тӳлевсем ӳсеҫҫӗ

Тарифсен улшӑнӑвне ҫӗршыв Правительстви ҫирӗплетнӗ. Ӑшӑпа газшӑн, вӗри тата сивӗ шывшӑн, электричествӑпа ӑпӑр-тапӑр турттарса тухнӑшӑн ытларах тӳлемелле пулать. Кӑҫал тарифсене 2-мӗш хут хаклатаҫҫӗ. Коммуналлӑ тӳлевсене пӗрре ҫулла пӑхса тухнӑччӗ. Анчах та ҫулталӑк иртмесӗрех хаксене каллех ӳстерме йышӑннӑ. 

Хӗл пуҫлансан ӑшӑпа вӗри шывшӑн коммуналлӑ тытӑмри пулӑшу ӗҫӗсенчен пуринчен ытла тӳлеме тивет. Квитанцири кӑтартусем уйӑхран уйӑха улшӑнӑҫҫӗ: урамра мӗн чухлӗ сивӗрех, ҫуртсене ӑшӑтма ҫавӑн чухлӗ хӑват нумайрах кирлӗ. Унсӑр пуҫне малашне тӳлевсене ҫӗнӗ тарифпа шутлама пуҫлаҫҫӗ. 

Палӑртса хӑваратӑп, коммуналлӑ тӳлевсене нумай пулмасть ҫеҫ - ҫулла пӑхса тухнӑ. Ун чухне ӑшӑ тарифӗ 6% ӳснӗ. Раштав уйӑхӗнчен Шупашкарта пурӑнакансен хваттерти вӗри батарейсемшӗн тата ытларах тӑккаланмалла пулӗ. Хаксем 11% ытларах ӳсеҫҫӗ. Ҫӗнӗ Шупашкарта та ӑшӑ тарифӗ ҫавӑн чухлех улшӑнма пултарать. Коммуналлӑ тӳлевсене хаклатасси инфляципе ҫыхӑннӑ, ӑнлантараҫҫӗ правительствӑра. Ӑшӑшӑн самай нумайрах тӳлеме тивет пулсан та, коммуналлӑ ҫӑмӑллӑхсем пӗтӗмӗшле 9 процентран ытлашши ӳсмеҫҫӗ, палӑртаҫҫӗ тарифсен службинче. 

Ирина Николаева, Вадим Владимиров