Ҫӗмӗрле тӑрӑхӗнче патшалӑх программипе харӑсах темиҫе ялта шыв кӗртеҫҫӗ

Ҫулталӑк вӗҫӗччен Чӑваш Енре халӑх пуҫарӑвне пурнӑҫа кӗртмелли программӑпа 860 проект ӗҫе ямалла. Вӗсенчен 500 ытларахӑшӗ социаллӑ инфраструктурӑна лайӑхлатассипе ҫыхӑннӑ. Ҫӗмӗрле тӑрӑхӗнче ҫулсем тӑвассипе пӗрлех шыв башнисемпе пӑрӑхӗсене юсассипе тӑрӑшаҫҫӗ. 

Хальхи вӑхӑтра Дубовка поселокӗнче хӗрӳ ӗҫ пырать. Рабочисем шыв пӑрӑхӗ хурассипе тӑрӑшаҫҫӗ. Колхоз арканиччен кунта водопровод пулнӑ, анчах вӑхӑт иртнипе тата пӑхса тӑманнипе вӑл юрӑхсӑра тухнӑ. Юсав валли пурӗ 5 миллион ҫурӑ тенкӗ уйӑрнӑ. Укҫан пӗр пайне Мӑ-12 ҫула тӑвакан пӗрлешӳ саплаштарнӑ. Тукасра пурӑнакансем патне таса шыв иртнӗ уйӑхра ҫитнӗ. Кунта та ял ҫыннисене патшалӑх программине хастар хутшӑнни пулӑшнӑ. Шывпа тивӗҫтерес ӗҫ ҫавӑн пекех Вырӑс Улхаш ялӗнче пырать. Кӗҫех Якуртушкӑньре те тытӑнӗҫ. 

Леонид Петров, Вадим Владимиров