Интернетпа ҫыхӑнма халӗ обществӑлла транспорт чарӑнӑвӗсенче те пулать. Халӑх йышлӑ пухӑнакан вырӑнсене вай-файпа тивӗҫтернӗ. Вӑл хулан тӗп урамӗсенчи 14 ҫӗрте - "Мода ҫурчӗ", "Наци конгресӗ", "Суту-илӳ ҫурчӗ", "Вырӑс драма театрӗ", "Тӗп пасар", "А.Николаев космонавт урамӗ", "Электромеханика колледжӗ", "Регионсен суту-илӳ центрӗ" чарӑнусенче пур. Ҫавӑн пекех Чукун ҫул тата Хулаҫум вокзалӗсем патӗнче те интернетпа усӑ курма пулать. Хула ҫыннисем ҫакнашкал май пурри питӗ паха пулнине палӑртаҫҫӗ.
Интернетпа ҫыхӑнас тесен телефон номерӗпе авторизаци тухмалла. Чи ҫывӑхри Wi-Fi вырӑнне ятарлӑ чат-бот урлӑ е интерактивлӑ картта ҫинче тупма пулать. Ҫак ӗҫе республикӑри цифра аталанӑвӗн министерстви "Цифровая Россия" проектпа килӗшӳллӗн йӗркелет.
Ксения Потапова, Виктор Степанов








