Чӑваш тӗррин музейӗнче Галина Изратова ал ӗҫ ӑстин "Вӗҫленмен юрӑ" ятлӑ куравӗ уҫӑлчӗ

Унта халӑх маҫтӑрӗн, республика тата Раҫҫей шайӗнчи конкурссен ҫӗнтерӳҫин тӑван халӑх йӑли-йӗркине сӑнарлакан композицийӗсемпе паллашма пулать. 

Пурӑннӑ пулсан, Чӑваш художникӗсен союзӗн пайташӗ Галина Изратова кӑҫал 65 тултарнӑ пулӗччӗ. Шел, чӑваш тӗнчине хӑй ӑсталакан пӗчӗк кӳлепесем урлӑ тӗлӗнмелле сӑнарласа кӑтартнӑ маҫтӑр 6 ҫул каялла ытла та вӑхӑтсӑр ҫут тӗнчерен уйрӑлса кайрӗ. Унӑн черетлӗ куравне аппӑшӗпе шӑллӗ йӗркеленӗ. Елчӗк тӑрӑхӗнче, Кавал ялӗнче хавал илсе ӳснӗ хӗрӗн, пултарулӑхне хакланӑ ҫынсем паян та ӳнерҫӗн чун ӑшшине туйма музея килнӗ. Вӗсем хушшинче - сумлӑ ентешӗсем те.

Курав утӑ уйӑхӗн вӗҫӗччен пырӗ. 

Марина Карягина, Святослав Петров