Хӗрӳ ӗҫ тепӗр 10 кунлӑх

Ҫак уйӑх варричен Чӑваш Енре тыр-пула пухса пӗтерсе кӗрхисене акса хӑварма ӗлкӗрмелле. Хальлӗхе хуҫалӑхсем тӗш-тырӑн 80 ытла процентне тирпейленӗ. Ҫанталӑк тинех ҫӗр ӗҫченӗ майлӑ пулнине шута илсе кашни уяр кунпа усӑ курмалла. Ҫӗр улми кӑларасси тата ытти культурӑсене пухса кӗртесси те кая юлмалла мар. Уй-хир ӗҫӗсем мӗнле пынине республика пуҫлӑхӗ Михаил Игнатьев Комсомольски тата Елчӗк районӗсене ҫитсе пахаларӗ.

Ирина Николаева, Вадим Владимиров

Ку - тырра пухса кӗртмелли юлашки лаптӑк. Каҫал тӑрӑхӗнчи "Урожай" колхоз ҫакӑнпа уйри мӗн пур тыр-пула тирпейлесе пӗтерет. Хуҫалӑхра пӗтӗмӗшле пин те 500 гектар ҫинче пӗрчӗллӗ тата пӑрҫа йышши культурӑсем акса ҫитӗнтернӗ. Тухӑҫ савӑнтарать - гектартан 28 центнер ытла. Кӗрхисем шӑтманнипе ҫуркунне тепӗр хут акма тивнӗ тӗш тырӑ кӑҫал уйрӑмах ӑнса пулнине палӑрать 35 ҫул "Урожай " хуҫалӑха ертсе пыракан Алексей Ершов.

Хальлӗхе хуҫалӑхра 4 пин тонна ытла тӗш тырӑ пухнӑ. Ҫӗнӗ тухӑҫӑн чӗрӗк пайне ял ҫыннисене уйӑрса панӑ. Районӗпе илес пулсан, кунти хуҫалӑхсем тӗш тырӑ пухса кӗртессипе республикӑра малтисен йышӗнче.

"Урожай" колхозра халӗ кӗрхисене акаҫҫӗ. Палӑртнине 20 процент пурнӑҫланӑ, тепӗр 300 гектар ҫӗр хатӗрленӗ. Ҫывӑх кунсенче ӗҫе вӗҫлемелле. Выльӑх апачӗ хатӗрлессипе те "Урожай" тӗслӗх вырӑнӗнче. Сӗт сӑвӑмне ӳстерме хуҫалӑх хирӗсенче 100 гектар куккурус ҫитӗнет. Алексей Ершов совет саманинче анлӑ сарӑлнӑ культурӑна халӗ хакласа ҫитерейменнине каларӗ.

Елчӗк районӗнче Республика Пуҫлӑхӗ ҫӗр улми хирӗсене ҫитсе килчӗ. "Слава картофелю" агрофирма кунта 80 сотый ҫинче вӑрлӑх туса илмелли теплицӑсем вырнаҫтарнӑ. Вӗсенче маларах лаборатори пробиркисенче аталантарнӑ ҫӗнӗ сортсене ҫитӗнтернӗ. Кунта иккӗмӗш ҫӑкӑр вӑрлӑхӗн пахалӑхне, чире епле хирӗҫ тӑнине, тухӑҫлӑхне тата ытти енӗсене тӗпчессипе ӗҫлеҫҫӗ, чи лайӑххисем кӑна лартма юрӑхлӑ. Унччен агрофирмӑра нумай укҫа тӳлесе урӑх ҫӗршывсенчен вӑрлӑх туяннӑ, халӗ ку енчен самай перектлӗ тухать. Хуҫалӑхра 60 теплицӑран 300 пин ҫӗр улми туса илессе шанаҫҫӗ. Вӑрлӑх пахалӑхлӑ ҫитӗнтӗр тесе ӳсен-тӑрана кирлӗ таран ӑшӑтнӑ шывпа шӑвараҫҫӗ. Агрофирма вӑрлӑх ҫитӗнтерекенсен федераци программине лекме пултарнӑ. Грант шучӗпе ҫӗр улми кӑларса пуҫтаракан хальхи йышши комбайн туяннӑ. Предприятире иккӗмӗш ҫӑкӑра мӗн пур лаптӑкӑн ҫурринчен пухса кӗртнӗ ӗнтӗ, ҫӗрле те хире тухма тивет. Ял хуҫалӑх министрӗ Сергей Артаманов палӑртнӑ тӑрӑх, ҫанталӑка пӑхмасӑр Чӑваш Енре кӑҫал тыр-пул та, ҫӗр улми те пӗлтӗрхинчен ытларах пулнӑ.

Хуҫалӑхсенче ӗҫе кал-кал йӗркеленине кура хирти тухӑҫа пухса кӗртесси вӑраха каймалла мар. Тепӗр эрне-икӗ эрнерен уйсем пушанса юласса шанаҫҫӗ яваплӑ ведомствӑра.