Тӗп хулари 3-мӗш шкулти юсав графикпе килӗшӳллӗн пырать

Кӑҫал республикӑра нихҫанхинчен нумай - 38 шкула - тӗпрен юсаҫҫӗ. Паянхи кун ҫакна валли 4 миллиард та 600 миллион ытла тенкӗ уйӑрнӑ. Пӗлӳ ҫурчӗсене ҫӗнетнисӗр пуҫне "Мир возможностей" парти проекчӗпе килӗшӳллӗн ҫамрӑк ӑрӑва пур енлӗн аталанма майсем туса памалла. Кӑрлач уйӑхӗнче подрядчик ӗҫе пикеннӗ Шупашкарти 3-мӗш шкулти ӗҫ-пуҫпа Дмитрий Захаров министр паллашрӗ. 

1979-мӗш ҫулта хӑпартнӑ ҫурта ҫак таранччен тӗпрен юсаман. Строительсем палӑртнӑ тӑрӑх, шкула программӑна вӑхӑтлӑ кӗртнӗ. Вӗсем ӗҫе пуҫӑнсан хӑш-пӗр стена кивелнине кура хӑйпе хӑй ишӗлнӗ. Халӗ пӗлӳ учрежденийӗн кашни кӗтесӗнче ӗҫ вӗрет тесен те юрать. 

Объектри ӗҫе самантлӑх чарма та сӑлтав ҫук. Пӗтӗмпех хӑй йӗркипе. Инженери тытӑмне йӗркелеҫҫӗ, урай сарма никӗсне хатӗрлесе ҫитернӗ, кирлӗ ҫӗрте стенасем хӑпартнӑ, ҫурт тулашне те пӗр енчен ҫӗнӗ сӑн-сӑпат кӗртнӗ. Халӗ юсав пыракан шкулта вӗреннӗ 786 ачана вӑхӑтлӑх хулари 2 шкул хӑй хӳттине илнӗ. 

Шупашкарти 3-мӗш шкулта Рихард Зоргене халалланӑ тӗлӗнмелле музей пур. Паллах, юсав хыҫҫӑн та сыхланса юлӗ вӑл, татах та анлӑланӗ. Хальлӗхе пӗрлехи тивӗҫ - вӗренӳ учрежденине вӑхӑтра та пахалӑхлӑ хатӗрлесе ҫитересси. Пурӗ Шупашкарта кӑҫал 18 шкулта калӑпашлӑ ӗҫ иртмелле. 

Алиса Александрова, Виктор Степанов