Елчӗк районӗнче ир пулакан ҫӗр улми кӑларма пуҫланӑ

Тухăçа пуçтарса кĕртмелли вăхăт çывхарать. Хуçалăхсем халĕ хире кăларма техникăна тĕрĕслеççĕ, тырă типĕтмелли, упрамалли вырăна хатĕрлеççĕ. Хăш-пĕр районта хĕрÿ ĕççи пуçланнă та ĕнтĕ. Елчĕк районĕнче, сăмахран, пăрçа вырма, ир пулакан çĕр улми кăларма тухнă. Унта пирĕн корреспондент Екатерина Фомина пулса курчĕ.

Екатерина Фомина, Семён Антонов

Çу уйăхĕн пуçламăшĕнче лартнă çĕр улми тухăçĕпе «Слава картофелю» агрофирмăра кăмăллă. Хальлĕхе гектартан 250 центнер ытла тухать. Импала сорт - шултра, йышлă, 60-70 кунта пулса çитекенскер. Хуппи хытманран ăна ал вĕççĕн пуçтараççĕ. Пĕр-пĕринпе ăмăртмалла тенĕ пек ĕçлеççĕ ял çыннисем. Аслăраххисем те, çамрăксем те хире тухнă.

Çĕр улмине туянакансем ана çинченех килсе илсе каяççĕ. Чăваш çимĕçне хамăр республикăра кăна мар, кÿршĕллĕ регионсенче те килĕштереççĕ. «Паянхи кун килоне вăтамран 15 тенкĕпе вырнаçтаратпăр, хакĕ пысăкрах пуласса шаннăччĕ, паллах», - тет агрофирмăн ĕç тăвакан директорĕ Рамиль Идиатуллин. Сăмах май, кăçал çак сăлтава пулах республикăри хăш-пĕр хуçалăхсем çĕр улми лаптăкĕсене пĕчĕклетнĕ.

«Слава картофелю» агрофирмăн çĕр улми 760 гектар çинче, 250-шĕ Елчĕк районĕнче. Анасене шăварса тăраççĕ, çакна валли пур çĕрте те ятарлă хатĕрсем вырнаçтарнă. Таса, сывă вăрлăхпа усă курни тухăç пахалăхне ÿстерме пулăшать. Ăна хуçалăх хăй туса илме пуçланă. Çакă çĕрулмин хăй хаклăхне чакарма май парĕ. Ял хуçалăх министерствинче палăртнă тăрăх, паянхи кун продукцие вырнаçтарасси çĕр ĕçченĕсемшĕн çивĕч ыйту.

Çывăх вăхăтра республикăри мĕн пур хуçалăхра вырма пуçланмалла. Çĕр ĕçченĕсен тухăçа хăвăрт, тăкаксăр пухса кĕртес тесе кашни уяр кунпа усă курма хатĕрленсе тăмалла.