Йӗпреҫ тӑрӑхӗнчи Пучинкери сӗт завочӗ ҫулран-ҫул аталансах пырать

Кӗркунне унта ҫӗнӗ производство линийӗ хута каймалла.

2013-мӗш ҫултанпа ӗҫлекен заводра сӗт тирпейлӗҫҫӗ. 2015-мӗш ҫулта услам ҫу хатӗрлекен цех хута янӑ. 2016-мӗшӗнче ӗҫ хӑватне 2 хут ӳстерсе ҫак юр-вара талӑкне 10-12 тонна туса кӑларма пуҫланӑ. Каярах типӗ сӗт тӑвассипе те ӗҫлеме пуҫланӑ. Хальхи вӑхӑтра талӑкне 200-250 тонна сӗт тирпейлеҫҫӗ. Ҫывӑх вӑхӑтра кунта сыр цехӗн монтажне вӗҫлемелле. Кӗркунне вара заводра тӗрлӗ сорт хатӗрлеме пуҫласшӑн. Паян предприятире 100 яхӑн ҫын тӑрӑшать пулсан, ҫӗнӗ лини тепӗр 20 специалиста ӗҫе илме май парӗ. 

Алиса Александрова, Виктор Степанов