Уй-хиртен лавкка сентри ҫине ҫитериччен

Патӑрьел тӑрӑхӗнчи ял хуҫалӑх предприятийӗсем ҫакна тӗпе хурса тӑрӑшаҫҫӗ. Кӑҫал вӗсем 2 миллиард тенкӗлӗх 23 инвестици проекчӗ хута яма палӑртнӑ. Виҫҫӗшне иртнӗ кану кунӗсенче ӗҫе кӗртрӗҫ. Ҫак ятпа патӑрьелсене Чӑваш Ен Пуҫлӑхӗ Олег Николаев саламларӗ. 

"Батыревский" пӗрлешӳ ҫӗнӗ вите туса пӗтернӗ. Кунта выльӑха самӑртма тӑратӗҫ. 200 пуҫ валли вӑл. Сӗт сӑвассипе ӗҫлекен хуҫалӑх малашне аш-какай туса илессине те аталантарасшӑн. - Кун пирки икӗ ҫул каяллах шутлама пуҫларӑмӑр, - тет Пётр Ялуков. 

Тупӑш ӳснине кура ӗҫлекенсене те пысӑкрах шалу тӳлеме май пулать. Ферма ҫуртне хута яма хуҫалӑх 23 миллион тенкӗ хӑй укҫине хывнӑ. Ҫитес вӑхӑтра кунта тата тепӗр ҫакӑн пек вите туса лартасшӑн. Мӑйракаллӑ шултра выльӑх шучӗпе "Батыревский" пӗрлешӳ округра иккӗмӗш вырӑнта - пин те 110 пуҫ усрать. Кӑҫал вӑл патшалӑхран 8 миллион тенкӗ ытла субсиди илнӗ. - Ҫакӑ та пире хавхалану кӳрет, аталану ҫулӗпе утма пулӑшать, - теҫҫӗ хуҫалӑхра. 

Чӗр тавара муниципалитетрах вырнаҫтарма май пур. "Агро-Союз кооператив аш-какай тирпейлекен цех хута ячӗ. Ҫулталӑкне кунта 110 тонна таран продукци кӑларма пултараҫҫӗ. Хальлӗхе аша лавккасене ӑсатма хатӗрлеҫҫӗ, фарш тӑваҫҫӗ. Проектӑн пӗтӗмӗшле хакӗ 63 миллион тенкӗ. 

Ял хуҫалӑхӗнче ӗҫлес текенсемшӗн пулӑшу майӗсем анлӑ пулнине палӑртрӗ Олег Николаев. Вӗсене республикӑра 100 ытла енӗпе тӗрев параҫҫӗ. Кооператив та ҫакӑнпа ҫеҫ лӑпланса ларасшӑн мар. Ҫурма фабрикатсем кӑларакан цех уҫас пирки шутлаҫҫӗ кунта. 

Патӑрьел тӑрӑхӗнче пулнӑ май регион ертӳҫи ҫӗнӗ лавкка ӗҫӗпе те паллашрӗ. Сентресем ҫинче Патӑрьел тӑрӑхӗнче туса илекен юр-вар нумай. Ҫакӑ - паха, уйрӑмах вырӑнти фермерсемпе хуҫалӑхсемшӗн. Суту-илӳ тӑвас ыйту ҫӑмӑлланать. Патӑрьелсенчен ыттисен те тӗслӗх илмелле, - терӗ Олег Николаев. Кӑҫал кӑна ял хуҫалӑхӗнче вӗсем 23 инвестици проекчӗ пурнӑҫа кӗртме палӑртнӑ.

Екатерина Фомина, Николай Скворцов