Сӗнтӗрвӑрри тӑрӑхӗнче Правительство кунӗ иртрӗ

Канашлура округӑн иртнӗ 5 ҫулти ӗҫ-хӗлне пӗтӗмлетрӗҫ тата 2030-мӗш ҫулчченхи тӗллевӗсене палӑртрӗҫ. Республика Пуҫлӑхӗ ҫавӑн пекех пулӑ ӗрчетекен ферма хуҫалӑхӗпе паллашрӗ. 

Хуҫалӑхне Алексей Обрядин пӗлтӗрхи ҫу уйӑхӗнче уҫнӑ. Ӑна аталантарма "Перспектива" республика гранчӗ пулӑшнӑ. Кивӗ ферма вырӑнне хӑтлӑлатса, кирлӗ хатӗрсем туянса  пулӑ ӗрчетме тытӑннӑ. Малтан бассейнсене 300 килона яхӑн ӑркай янӑ. Вӗсенчен 2 тонна яхӑн хӗрлӗ пулӑ илнӗ. Ял аталанса тата хӑтлӑланса пынипе ку тӑрӑхра пурӑнакансем те кӑмӑллӑ.

Хуҫалӑхӑн тӗллевӗсем пысӑк. Кӑҫал 20 тонна яхӑн пулӑ туса илме палӑртнӑ. Ҫитес ҫул вара агротуризм ӗҫне кӳлӗнесшӗн. Туристсене илӗртме хальлӗхе кунта пӗве пур. Унта та темиҫе тӗрлӗ пулӑ янӑ. Малашне территорине пысӑклатса ӑркай тытмалли вырӑн йӗркелесшӗн.   

Регион ертӳҫи Олег Николаев Алексей Обрядин фермера ял хуҫалӑхне аталантарас ӗҫе пысӑк тӳпе хывнӑшӑн Тав хучӗ тата алла ҫыхмалли сехет пачӗ. 

Тӗп канашлу вара Сӗнтӗрвӑрринчи Культура керменӗнче иртрӗ. Республикӑн 2030-мӗш ҫулчченхи аталану программипе килӗшӳллӗн, округра 12 миллиард ытла тенкӗлӗх 20 инвестици тата 67 инфратытӑм проекчӗсене пурнӑҫа кӗртмелле. Вӗсем туризм, строительство, транспортпа ҫул-йӗр хуҫалӑхӗпе, сывлӑх сыхлавӗпе тата ытти социаллӑ пӗлтерӗшлӗ тытӑмсемпе ҫыхӑннӑ. Сӗнтӗрвӑрри тӑрӑхӗ - республикӑн историпе культура пуянлӑхӗ.

Ҫавна май туризма аталантарассине 16 анлӑ проектсен йышне кӗртнӗ. Вӑл шутра - "Наци турмаршручӗ". Хӑмла ҫитӗнтерессине те пысӑк тимлӗх уйӑрӗҫ. 2030-мӗш ҫулччен "симӗс ылтан" лаптӑкне кунта 100 гектара  ҫитерме палӑртнӑ. Иртнӗ 5 ҫулти тӗп кӑтартусемпе Сӗнтӗрвӑрри муниципалитет округӗн пуҫлӑхӗ Владимир Петров паллаштарчӗ.

Ҫак тапхӑрта социаллӑ пӗлтерӗшлӗ вырӑнсенче тротуарсем сарнӑ, автомобиль ҫулӗсене ҫутӑпа тивӗҫтернӗ, ҫӗнӗ культура объекчӗсем, ача сачӗпе шкул уҫнӑ, фельдшерпа акушер пункчӗсем хута янӑ, вӗренӳпе спорт, сывлӑх сыхлавӗн объекчӗсене юсаса ҫӗнетнӗ тата ытти те. Тӗл пулӑва пӗтӗмлетнӗ май, Олег Николаев Сӗнтӗрвӑрри тӑрӑхӗн ытти округсем пекех вӑйлӑ енӗсем пуррине, ҫав вӑхӑтрах ҫине тӑрса ӗҫлемелли ыйтусем те сахал маррине палӑртрӗ. 


Оксана Верликова, Вадим Владимиров