Сахал тупӑшлисене хӑйсен ӗҫне пуҫарса ал-ура ҫавӑрса яма пулӑшаҫҫӗ

2020-мӗш ҫулта республикӑра социаллӑ контракт программи ӗҫлеме пуҫланӑ. Унтанпа ҫак ҫӑмӑллӑхпа усӑ курнӑ чылай ҫын харпӑр тупӑшне ӳстерме пултарнӑ. Шупашкарти Снежана Отнюшкова, сӑмахран, ҫӗвӗ ӗҫӗнчи майӗсене анлӑлатнӑ. 

"Аялти тумран пуҫласа кӗрӗксем таранах ҫӗлеме вӗренсе ҫитрӗм", - тет Снежана Отнюшкова. Уйрӑмах кӑткӑс ӗҫрен те хӑраса тӑмасть, кӑсӑклансах пикенет. Маҫтӑрӑн нихӑҫан та кӗрӗк арки йӑваласа ларма вӑхӑт пулман. Хӗлӗн-ҫӑвӗн пӗр чарӑнми ӗҫ. Пӗлӗшӗсенчен социаллӑ контракт программи пирки илтсен хутшӑнса пӑхас тенӗ. Хӑйӗн тӗллевӗсемпе паллаштарсан проекта ырланӑ. Патшалӑх уйӑрнӑ 350 пин тенкӗпе студие ҫӗнӗ те самай хӑватлӑрах ӗҫ хатӗрӗсемпе пуянлатнӑ. Ҫӗвӗ машини кӑна 6 таран туяннӑ. 

Снежана Алексеевна ҫӗленӗ чи калӑпӑшлӑ ӗҫӗнчен пӗри - 50 метр сарлакӑш, 75 метр тӑршшӗ ҫӗршыв ялавӗ. Ӑна Раҫҫейшӗн пӗлтерӗшлӗ кун стадионта сарнӑ. Ҫак символа ытти регионсем валли те ҫӗлесе панӑ. Шупашкарти ҫӗвӗҫ патне ыйтупа Раҫҫейӗн тӗрлӗ кӗтесӗнчен тухаҫҫӗ. 

Ытларах ташӑ ушкӑнӗсем валли тум ҫӗлеме кӑмӑллать ӑста. Дизайнер ыйтнине тӗп хурса хатӗрленӗ ҫи-пуҫпа пултаруллӑ ачасем тӗрлӗ конкурса ҫитни, малти вырӑнсене йышӑнса таврӑнни хавхалану кӳрет ӑна. Нумай пулмасть "Глянец" мода театрӗ Мускавра Гран-При ҫӗнсе илнӗ. Социаллӑ контракт программи Снежана Отнюшкован чылай шухӑшне пурнӑҫа кӗртме май панӑ. 

2026-мӗш ҫултан социаллӑ контракт программине улшӑну кӗртнӗ. Ятарлӑ ҫар операцине хутшӑннисем тата вӗсен ҫемйисем тупӑшсене ҫирӗплетмесӗрех хӑйсен ӗҫне пуҫарма пулӑшупа усӑ курма пултараҫҫӗ. 

Алиса Александрова, Вадим Владимиров