Промышленноҫ аталанӑвӗ - Правительство тимлӗхӗнче

Машин тӑвакансен кунӗ умӗн, ӑна ҫитес вырсарни кун паллӑ тӑваҫҫӗ, Чӑваш Ен Пуҫлӑхӗ республикӑри предприятисен ӗҫӗпе паллашрӗ. 

Олег Николаев "Агромаш" завод кӑларакан трактора пахаларӗ. Тытса пыма ансат, кабинӑра меллӗ те хӑтлӑ. Руль умӗнче ларнӑ май, регион ертӳҫи ача чухне куккӑшӗпе пӗрле тракторпа ҫӳренине аса илчӗ. Паллах, унтанпа техника самай ҫӗнелсе улшӑннӑ. Паянхи кун туянакан кӑмӑлне ҫавӑрас тесен производствӑна лайӑхлатса, пахалӑха ӳстерсе пымалла. Ҫакна тӗпе хураҫҫӗ те "Трактор завочӗсем" концерн йышӗнчи предприятисем. "Агромаш" заводӑн - яваплӑ тивӗҫ. 2.0 ятарлӑ инвестици контрактне пурнӑҫа кӗртес тӗлӗшпе ӗҫлет вӑл. Унпа килӗшӳллӗн 2035-мӗш ҫулччен 17 пин те 700 ытла трактор кӑларма, 121 ҫӗнӗ ӗҫ вырӑнӗ тума палӑртнӑ. Республика тӗрев пама хатӗр. 

Правительство йӳнетнӗ кредитсемпе тивӗҫтерни, субсидисем уйӑрни те пӗлтерӗшлӗ. Иртнӗ ҫулталӑк вӗҫӗнче завода республикӑри промышленноҫ аталанӑвӗн фончӗ 150 миллион тенкӗ кивҫен панӑ. Шупашкарти агрегат заводӗнче вара патшалӑх субсидийӗпе цехсене ҫӗнетнӗ. Ҫакӑ ӗҫ тухӑҫлӑхне ӳстерме пулӑшнӑ. Предприятире автомобильсемпе строительство техники валли кирлӗ хатӗрсем кӑлараҫҫӗ. Вӗсемпе "Промтрактор" завода та тивӗҫтереҫҫӗ. Чӑваш Ен Пуҫлӑхӗ Олег Николаев ун ӗҫӗпе те паллашрӗ. Промышленность аталанӑвӗн фончӗ уйӑрнӑ укҫапа кунта производствӑна анлӑлатма, станоксене ҫӗнетме пултарнӑ. Чӑваш Енре кӑларакан бульдозерсене ыйтакан чылай. 

"Промлит" цехӗсенче те ӗҫ вӗрет. Хурҫӑран, чугунран шӑратса тӑвакан япаласем электротехника, машин тӑвакансене кирлӗ. Промышленность аталанни регион экономикишӗн пӗлтерешлӗ пулнине палӑртрӗ Олег Николаев.

Республикӑри машин тӑвакан промышленность предприятийӗсем 34 миллиард ытла тенкӗлӗх инвестици проекчӗсем пурнӑҫа кӗртеҫҫӗ. Производство ӳсӗмӗн кӑтартӑвӗпе те вӗсем ҫӗршывӗпе иккӗмӗш вырӑнта. 

Екатерина Фомина, Николай Скворцов, Сергей Бовыкин