"Астра" предприятире хӑшпӗр яваплӑ ӗҫе роботсем тӑваҫҫӗ. Завод индустри паркӗн йышне икӗ ҫул каялла кӗнӗ. Ҫак вӑхӑтра 4 пин тӑваткал метр йышӑнакан завод туса лартнӑ. Савӑнӑҫлӑ лару-тӑрура кунти пӗр цех ӗҫне хута ячӗҫ. Кунта прицепсемпе ҫурма прицепсем туса кӑларӗҫ. Планра - ҫулталӑкне 300 техника ӑсталасси. Прицепсен 90 процентне хамӑр ҫӗршывра туса кӑларнӑ тимӗртен тӑваҫҫӗ.
Производствӑра хальхи йышши техника вырнаҫтарнӑ. Кунта туса кӑларакан продукци чикӗ леш енчисенчен пӗрре те кая мар. Ҫавна май вӑл Раҫҫей рынокӗн ҫуррине яхӑн йышӑнать. Предприятире тӑрӑшакансем те ӗҫ майӗсемпе кӑмӑллӑ.
"Аркто" производство вара промышленность валли тӗрлӗ хатӗр, вӑл шутра суту-илӳре усӑ куракан холодильниксем кӑларас енӗпе тимлет. 14 пин тӑваткал метр йышӑнакан завода йӑлт ҫӗнӗрен тунӑ. Кунта кӑларакан продукцине ҫӗршыври пур региона та ӑсатаҫҫӗ. Аталанас тӗллевпе предприяти инвестици программине хутшӑнать.
Оксана Верликова, Сергей Емельянов








