Моторлӑ кимӗ хумсен сирпӗнӗвӗнче асамат кӗперне чӳхентерсе кулленхи тӗрӗслеве васкать. Ҫапла майпа ҫул-йӗр полицийӗн инспекторӗсем хӑйсем тӗллӗн тата ОМОН ушкӑнӗпе пӗрле кашни кунах Атӑл тӑрӑх пулӑҫсене йӗрлеҫҫӗ. Саккун тӑрӑх, Куйбышев шыв управӑшне кӗрекен юханшывсенче ҫӗртме уйӑхӗн 5-мӗшчен, Шупашкар ҫывӑхӗнче ҫӗртмен 10-мӗшчен пулӑҫсен ҫирӗп йӗркесене пӑхӑнмалла. Хальлӗхе вӗсен ҫыран хӗрринчен кӑна пӗр вӑлтапа пулӑ тытма юрать. Леска ҫине вара икӗ йӗп ҫаклатма ирӗк панӑ. Ҫак вӑхӑтлӑх чӑрмава пулӑҫсен ӑнланмалла. Атӑлра пулӑ сахалланса пынине шута илсен, вӑлча сапнӑ тапхӑрта вӗсене аталанма памалла. Ҫавӑнпа та халӗ йӗрке хуралҫисен канӑҫ та ҫук. Тӗрӗслевӗн усси вара куҫкӗрет.
Алексей Енейкин, Дмитрий Макаров