Тарӑн ыйха путма памаҫҫӗ

Ӑшӑ шӑтӑкра мӑшлаттарса ҫывӑрмалла чухне килен-каянпа ташла-ташла вылять. Ҫӗнӗ Шупашкарти зоопаркра паян Потап ятлӑ упан ҫуралнӑ кунне паллӑ тӑваҫҫӗ. Халӑх юратакан утамана пирӗн пултарулӑх ушкӑнӗ те саламларӗ.

Хӗл варринче тутӑ упа ҫывӑрмалла пек туйӑнать. Анчах та ку сӑмах Потап пирки мар. Паян 12 ҫул тултаракан утаман ҫут ҫанталӑк йӗркине нихӑҫан та пӑхӑнман иккен. Малтан циркра ӗҫленӗскер 6-мӗш ҫул Ҫӗнӗ Шупашкар зоопаркӗнче пурӑнать. Хутран ситрен 2-3 кунлӑх тӗлӗрсе илкелени те пулкалать, анчах та хӑнасем ӑна тарӑн ыйха путма памаҫҫӗ. Эпир те хӑмӑрскер патне кучченеҫпе килтӗмӗр. Анчах та пирӗн парнесене тутанса пӑхиччен Потап савӑннипе вӑййа пикенчӗ.

Хӑнасен ырӑлӑхне кура утаман савӑнсах сиккелеме пуҫлать. Ҫак вӑйӑ пурин кӑмӑлне те ҫӗклет. Ташласа савӑннӑ хыҫҫӑн хаваслӑ упа пирӗн кучченеҫсене те ҫӑвар тулли ҫавӑрттарчӗ.

Потап ытларах чухне пахча-ҫимӗҫпе улма-ҫырла, пыл тата ытти пылак ҫимӗҫе кӑмӑллать. Тата вӑл пӑтӑ юратать. Уйрӑмах аш-какайпа пӗҫернине савӑнса ҫиет. 

Кунта тем тӗрлӗ чӗрчун та пур. Уйрӑмах кӑсӑклисен шутӗнче зубрпа бизон пӑрушӗ. Хальлӗхе унӑн ячӗ те ҫук. Хутӑш чӗрчуна тивӗҫлӗ ят парас тесе халӗ зоопарк конкурс ирттерет. Унта кашниех хӑйӗн сӗнӗвӗпе хутшӑнма пултарать. 

Алексей Енейкин, Святослав Петров