Кӑҫал та республикӑра пурӑнакансем акцие хастар хутшӑнчӗҫ.
Ӑмӑр ҫанталӑка кура мар маларах тӗл пулма калаҫса татӑлнӑ юханшыв портне Чӑваш патшалӑх университечӗн студенчӗсем, экологи юхӑмӗн хастарӗсем, тӗрлӗ пӗрлешӳре тӑрӑшакансем, акци пирки илтсе ҫитнӗ хула ҫыннисем, депутатсем пухӑнчӗҫ. Субботник Раҫҫейӗпех вӑй илнӗ май алла перчетке тӑхӑнса ӗҫе пикениччен ытти регионсемпе телекӗпер урлӑ ҫыхӑнчӗҫ. Унтан михӗсем, ытти ӗҫ хатӗрӗсем илсе ҫывӑхри ҫӑлкуҫран пуҫласа ӑпӑр-тапӑр пухса пычӗҫ. Ҫуркуннепе вӑй илме тытӑннӑ курӑк пластикпа, тӗрлӗ хутпа, кӗленчесемпе витӗннӗ. Йывӑҫсен хӳттинче канма кӑмӑллакансем хыҫҫӑн ыттисен пуҫтарма тивет. Атӑл хӗрринчи вырӑн вара нумайӑшне илӗртет.
Ушкӑнпа вӑй хурсан ӗҫ хушӑнсах пырать. Тавралӑх сӑн-сӑпачӗ те куҫ умӗнчех улшӑнчӗ. Ӗҫӗ вара пӗр кунлӑх мар, ҫӗр пичӗ типсе пынӑ май юханшывсем хӗррине михӗсемпе татах та тухӗҫ хастарсем. 2014-мӗш ҫултанпа Раҫҫейӗпе ҫак акцие 89 регионти 13 миллион ытла ҫын хутшӑннӑ.
Алиса Александрова, Денис Афанасьев








