Шупашкар тӑрӑхӗнче пурӑнакан Алексеевсен ҫемйи вӗршӗн чӗпписене хӑйсен хӳттине илнӗ

Нумаях пулмасть ҫунатлӑ туссен йышӗ ӳснӗ - пирӗн телерадиокомпанире ӗҫлекене пула. 

"Кайӑк сатикӗнче" 5 сехетре ыйхӑран вӑранаҫҫӗ. Пӗчӗкскерсем тӳрех апат ыйтма пуҫлаҫҫӗ. Ара, хӑвӑртрах аталанса ҫитсе кӑнтӑра вӗҫсе каймалла-ҫке вӗсен! Вӗршӗн чӗпписем шӑрчӑк ҫиме кӑмӑллаҫҫӗ. Геннадийпе Екатерина Алексеевсем хурт-кӑпшанкӑна ятарлса юнашар регионтан кӳрсе килнӗ. Нумай вӗренме тивнӗ вӗсен. Пӗлтӗр мӑшӑр ҫитӗннӗ кайӑсене пӑхса опыт пухнӑ, кӑҫал вара чӗпписене ҫунат сарма пулӑшас тенӗ. Малтанах Ҫӗнӗ Шупашкарта тупнӑскере хӑйсен хӳттине илнӗ. Ун пирки Алексеевсене пӗр паллакан пӗлтернӗ. Пӗччен ӑна тунсӑхлӑ пулнӑран тепӗр икӗ кайӑка кил ӑшши парнеленӗ. Пурӗ ултӑ ҫӗр чӗкеҫне усрава илнӗ хастарсем. 

Кашнин хӑйӗн кӑмӑлӗ. Геннадийпе Екатерина чӗпӗсене тӳрех уйӑрса илме пултараҫҫӗ. Вӗршӗнсене ҫын пулӑшӑвӗ ытларах кирлӗ, иккен. Ҫӗр чӗкеҫӗ - хӑйнеевӗрлӗ кайӑк. Ҫунаттисем вӑрӑм, урисем кӗске. Ҫавӑнпа та ҫӗр ҫинче ҫӳреме ӑна йывӑр. Сывлӑшра вара хӑйне питӗ аван туять, ҫур ҫул ытла пӗр чарӑнмасӑр вӗҫме пултарать. 

Вӗршӗн чӗпписене тӗрекленме 40 ытла кун кирлӗ. Акӑ, пӗри йӑваран кайма хатӗрленет. Ҫунаттисемпе хастар ҫапкалать, апат патне те пыма пӑрахнӑ. Ыттисенчен ютшӑнать. Ку - чи асли, Ҫӗнӗ Шупашкарта тупнӑскер. Алексеевсем пӗр кайӑк чӗппине ҫитӗнтерсе ирӗке янӑ та ӗнтӗ. Халӗ кунпа сыв пуллашма вӑхӑт ҫитнӗ. Сӑмах май, пирӗн пултарулӑх ушкӑнӗ ӳкерсе илнӗ ҫӗр чӗкеҫӗ те вӗҫсе кайнӑ. 

Халӗ пӗчӗкскерсем - 4-ӑн юлнӑ. Кӗҫех "Садовый" ятлӑскер те йӑваран тухса кайӗ. Ӑна Алексеевсене пирӗн ӗҫтеш - Карина Голишевская режиссер шанса панӑ. Вӑл кайӑк чӗппине темиҫе эрне пӑхнӑ. Урине хуҫнӑскерне рентген тунӑ, сывлӑхне тӗрӗсленӗ. Анчах та отпуска кайма вӑхӑт ҫывхарнипе Каринӑн вӗршӗн валли ҫӗнӗ ҫемье шырама тивнӗ. Ҫапла Алексеевсемпе ҫыхӑннӑ. 

Иккен, кайӑк чӗпписене пӑхакан сахал мар. "ВКонтактери" ятарлӑ ушкӑнра 27 пин ытла ҫын. Унта хастарсем пӗр-пӗринпе хутшӑнаҫҫӗ, пӗчӗк вӗршӗнсене мӗнле тӗрӗс пӑхмалли пирки каласа параҫҫӗ. 

Алексеевсем халӗ хӑйсем те ыттисене сӗнӳ-канашпа пулӑшма пултараҫҫӗ. Ҫӗр чӗкеҫӗсем йӑваран тухса кайсан, Геннадийпе Екатеринӑн тунсӑхлама вӑхӑт пулмӗ. Картишре те, урамра та вун-вун сырӑш, шӑнкӑрч вӗлли. Кашни кун тӗрлӗ кайӑк апатланма килет. Кил-ҫурт таврашне те ҫунатлӑ туссен нушине шута илсе йӗркелеҫҫӗ. Вӗршӗнсем уйрӑмах ҫурт тӑрри айӗнче йӑва ҫавӑрма юратаҫҫӗ. Ҫавӑнпа та вӗсем валли ятарлӑ хушӑксем хӑвараҫҫӗ. 

Вероника Павлова, Вадим Владимиров, Святослав Петров