Шӑмӑршӑ вӑрман хуҫалӑхӗн историйӗ 1925-мӗш ҫулхи авӑн уйӑхӗн 7-мӗшӗнчен пуҫланать. Малтан ӑна Шамкай тенӗ, тепӗр икӗ ҫултан хальхи ята ҫирӗплетнӗ. Паян ун йышне Шӑмӑршӑ, Елчӗк, Патӑрьел тӑрӑхӗсенчи лаптӑкӗсем кӗреҫҫӗ. Пурӗ 66 пин гектар йышӑнать пӗрлешӳ. Вӑрҫӑ ҫулӗсенче фронта йывӑҫпа тивӗҫтернӗ вӑрманҫӑсем. Каярах ветерансем хуҫалӑха ура ҫине тӑратас тесе ырми-канми вӑй хунӑ.
Паян Шӑмӑршӑ вӑрман хуҫалӑхӗ - хальхи вӑхӑт ыйтнине тивӗҫтерекен предприяти. Кунта пушара хирӗҫ кӗрешмелли станци те, ытти ятарлӑ техника та, тум-тир те - пӗтӗмпех пур. Типӗ ҫанталӑкра патрульсем ҫынсемпе техникӑна вӑрмана кӗме чараҫҫӗ. Ҫулӑм тухассине хальхи йышши технологисемпе асӑрхаса тӑраҫҫӗ. Ку ӗҫре патшалӑхпа предпринимательсен тачӑ ҫыхӑнури хутшӑнӑвӗ те самай пулӑшса пырать.
Арендатор кунти 17 пин гектар ҫӗр лаптӑкне тара илнӗ. Вӑрман каснипе пӗрлех вӗсем йывӑҫ тирпейлессипе тӑрӑшаҫҫӗ. Ҫапах та тӗп тивӗҫ - лаптӑксене чӗртсе тӑратасси. Ку ӗҫ "Экологи ырлӑхӗ" наци проекчӗпе килӗшӳллӗн пулса пырать. Хунавсене кунтах ҫитӗнтереҫҫӗ. 39 гектар йышӑнакан питомникре миллион ытла тӗм ешерт. Кашни ҫул 50 гектара яхӑн вӑрман симӗслетсе пыраҫҫӗ.
Дендропаркра шкул ачисемпе ҫут ҫанталӑк урокӗсем ирттереҫҫӗ, вӑрман хуҫалӑхӗн ветеранӗсемпе тӗл пулусем йӗркелеҫҫӗ. Ҫавӑн пек ӑшӑ та кӑсӑклӑ калаҫусем хыҫҫӑн вӗренекенсем ҫитӗнсен вӑрманҫӑ ҫулне суйласа илессе шанаҫҫӗ.
Леонид Петров, Виктор Степанов