Паттӑрсен ячӗпе йывӑҫ-тӗм ешерӗ

Чӑваш Ен сат лартмалли ҫӗршывсем хушшинчи акцие хутшӑнать.

Тӑван ҫӗршывӑн Аслӑ вӑрҫи вӑхӑтӗнче пӗтнӗ 27 миллион ҫын ячӗпе йывӑҫ-тӗм ешерӗ. Халӑхсем хушшинчи "Сад Памяти" акцие чи малтан - пуш уйӑхӗн 18-мӗшӗнче - Севастополь хулинче пуҫланӑ. Ырӑ ӗҫе пуҫаракансем кашни йывӑҫ ҫӗнтерӳҫӗсене халалланӑ чӗрӗ палӑк пулӗ, теҫҫӗ. Пирӗн республикӑра та акцие хапӑлласса йышӑннӑ. Пирвайхи "Астӑвӑм сатне" Канаш районӗнчи Тӑрӑнра лартнӑ. Ун хыҫҫӑн Ҫут ҫанталӑк тата экологи  министерствипе Канаш лесничествинче ӗҫлекенсем, ял ҫыннисем Вӑрмар тӑрӑхӗнчи Саруй ялӗнче йывӑҫ лартрӗҫ.  

Алиса Александрова, Вадим Владимиров