Хӑрушлӑх ан сарӑлтӑр тесен пурин те тачӑ ҫыхӑнура ӗҫлемелле

Чӑваш Енри пӗр ялта сыснасен африка мурне тупса палӑртнӑ. Телее, ку тӗслӗх вӗренӳ вырӑнне ҫеҫ пулчӗ. Республикӑри тата юнашар регионсенчи специалистсем ҫак амак сиксе тухсан мӗн тумаллипе ҫыхӑннӑ анлӑ учени йӗркелерӗҫ. 

Республикӑра африка мурне юлашки хут виҫӗ ҫул каялла Шӑмӑршӑ тӑрӑхӗнче тупса палӑртнӑ. Унпа хир сыснисем аптӑранӑ. Чӑваш Енре чӗр чун хушшинче сарӑлма пултаракан хӑрушӑ чире хирӗҫ кӗрешекен ятарлӑ отряд пур. Пурӗ унта 93 специалист тата 61 техника. Вӗренӗве Чӑваш Енри кӑна мар, кӳршӗллӗ регионсенчи ветеринарсем те хутшӑнчӗҫ: Тутарстан, Мари Эл, Мордва республикисенчен, Ульяновск тата Чулхула облаҫӗсенчен. Хӑрушӑ чир ан сарӑлтӑр тесен пурин те тачӑ ҫыхӑнура ӗҫлемелле. Вӗренӗве "Чӗр чун тӗнчине сыхласси" проектпа килӗшӳллӗн йӗркеленӗ. 

Оксана Верликова, Игорь Ульянов