Хӑрушӑ чире сарӑлма памалла мар

Элӗк тӑрӑхӗнчи Ехремкасси ялӗнчи пӗр хуҫалӑхра вилнӗ сурӑх хӑрушӑ чирпе аптранине тупса палӑртнӑ. Амак ытти выльӑх ҫине куҫас хӑрушлӑх пулнӑ. Телее, ку вӗренӳ валли шутласа тупнӑ тӗслӗх ҫеҫ. 

Регионти патшалӑх ветеринари служби ҫакӑн йышши вӗренӗве ҫулталӑкне 5-6 хут йӗркелет. Кӑҫал ку юлашки пулчӗ. Унта Чӑваш Енпе кӳршеллӗ регионсенчи специалистсем те хутшӑнчӗҫ: Тутарстан, Марий Эл, Мордва республикисенчен, Чӗмпӗр тата Чулхула облаҫӗсенчен. Хӑрушӑ чирсем сиксе ан тухччӗр тесен пурин те тачӑ ҫыхӑнура ӗҫлемелле. 

Вӗренӳ тӑрӑх ялти пӗр хуҫалӑхра сурӑх вилни тата вӑл чирлӗ пулма пултарни пирки округри чӗрчун чирӗсене хирӗҫ кӗрешекен ветеринари станцине пӗлтернӗ. Специалистсем выльӑха пӑхнӑ хыҫҫӑн унӑн чума пулнине палӑртнӑ. Сурӑха юнашар регионтан документсемсӗр туяннӑ иккен. Ветеринарсем лаборатори тӗпчевӗ тума анализсем илчӗҫ. Вӗренӗве хутшӑннӑ 11 ушкӑн кашни тапхӑршӑн яваплӑ пулчӗ. 

Чире тупса палӑртнӑ вырӑна ҫынсемпе техника кӗрсе тухмалла мар тӑваҫҫӗ. Ҫавӑн пекех кунта килекен кашни машинӑна тӗрӗслеҫҫӗ тата дезинфекцилеҫҫӗ. Специалистсем те ятарлӑ тумпа, маскӑпа тата перчеткесемпе ӗҫлеҫҫӗ. 

Чӗрчунсем хушшинче сарӑлма пултаракан хӑрушӑ чире юлашки хут республикӑра икӗ ҫул каялла тупса палӑртнӑ. Унтанпа регионта ку енӗпе лару-тӑру лӑпкӑ. Специалистсем вӗренӳ тӗллевӗсене туллин тата ҫӳллӗ шайра пурнӑҫланине палӑртрӗҫ. 

Оксана Верликова, Вадим Владимиров