Халӑха шыпа тивӗҫтерес ыйтусемпе Мускавра «ҫавра сӗтел» иртрӗ

Паян пӗтӗм тӗнчери шыв кунӗ. Ӑна экологипе, вӑл шутра шывпа ҫыхӑннӑ ҫивӗч ыйтусене ытларах тимлӗх уйӑрттарас тӗллевпе паллӑ тӑваҫҫӗ. Мускаври ВДНХра вара "ҫавра сӗтел" иртрӗ. Унӑн ӗҫне Республика Пуҫлӑхӗ Олег Николаев хутшӑнчӗ. 

Канашлӑва ҫавӑн пекех Раҫҫей строительство министерствинчи, Шутлав палатинчи специалистсем, сенаторсем, Патшалӑх Думин депутачӗсем, тӗрлӗ регион пуҫлӑхӗсем пухӑнчӗҫ. Республика ертӳҫи пӗлтернӗ тӑрӑх, Чӑваш Енре 2 ҫул каяллах "Шыв реформи" пуҫланнӑ. Унпа килӗшӳллӗн шыв объекчӗсене муниципалитет харпӑрлӑхӗнчен республика шайне куҫараҫҫӗ. Ҫакӑ вӗсене ҫӗнетме тата лайӑхрах пӑхса тӑма май парать. Чӑн та, пурлӑха куҫарас, ӗҫе тума укҫа уйӑрас, тарифсене йӗркелес енӗпе йывӑрлӑхсем сиксе тухнӑ. Ытти регионсенче те ҫавӑн пекех. Ҫитменлӗхсене мӗнле татса парассине шӑпах "ҫавра сӗтел" вӑхӑтӗнче сӳтсе яврӗҫ.

Надежда Александрова