Чӑваш Енре паянтан ҫанталӑк ӑшӑтма пуҫлать

Сывлӑш температури тӑрук чакнипе вӗренекенсен хӗллехи каникул тӑсӑлнӑ. Хӑш-пӗр водитель "тимӗр утне" тапратайман. Синоптиксем пӗлтернӗ тӑрӑх, паянтан вара ҫанталӑк ӑшӑтма пуҫлать. 

Республикӑра шартлама сивӗ пулни антициклонпа ҫыхӑнтараҫҫӗ. Синоптиксен сӑмахӗпе, вӑл пирӗн пата Арктика енчен килнӗ. Кӑнтӑрла вӑтам температура 20-25 градус сивӗ пулнӑ. Хӑш-пӗр муниципалитетра вӑл 30 градусран иртнӗ. 

Тата маларах ҫулсенче 40-е яхӑн градус сивӗ пулнине те шута илнӗ синоптиксем. Ҫавӑнпа кӑҫалхи ҫанталӑка рекорд теме ҫук. Антициклон хӑвачӗ вӗҫленсе пырать. Паян кӑнтӑрла 15-20 градус сивӗ. Эрне вӗҫнелле ҫанталӑк тата ӑшӑтӗ. Кӑнтӑрла вӑтамран 7-13, каҫсерен 15-20 градус сивӗ пулать. Ырантан хӑш-пӗр муниципалитетра ҫил тухнине пӗлтереҫҫӗ Чӑвашгидрометеоцентра.

Ҫулсем пӑрлак, йывӑҫсене пас тытнӑ. Республикӑра виҫерен 10 градус сивӗрех пулчӗ. Хӗлле кирек епле ҫанталӑкра та ӑшӑ ҫи-пуҫ тӑхӑнмалла. Тӑм илесрен асӑрханмалла. 

Алена Артемкина, Виктор Степанов