Апат ҫителӗклӗ, сивӗ вара вӗсене хӑратмасть

Шупашкар кӳлемӗшӗнче тата юхан шыв портӗнче кӑҫал нихҫанхинчен нумай кайӑк кӑвакал тӗпленнӗ. Сивӗ хӗл кунӗсем ҫитсен те мӗншӗн вӗсем ӑшӑ енне вӗҫсе кайман, шӑнмаҫҫӗ-и? Хӑйсен пӑшӑрханӑвне хула ҫыннисем социаллӑ сетьсенче пӗлтереҫҫӗ. Пирӗн пултарулӑх ушкӑнӗ ҫак ыйтусене уҫӑмлатас тесе орнитологпа тӗл пулчӗ. 

Ҫынна асӑрхасанах кайӑк кӑвакалсем ҫыран хӗрнелле васкаҫҫӗ. Хӑйсене тутлӑ ҫимӗҫпе сӑйласса кӗтеҫҫӗ вӗсем. Ал ҫывӑхне хӑюллӑнах пыраҫҫӗ. "Кун пеккине нихҫан та тӗл пулман, питӗ илемлӗ", - теҫҫӗ хула ҫыннисем самантпа усӑ курса сӑн ӳкернӗ май. Хӑшӗ-пӗри кӑвакалсене ҫитерме ятарласа килет. Кайӑк кӑвакалсен тыткаларӑшӗ хула ҫыннисене илӗртет, кӑмӑлне ҫӗклет пулсан, специалистсене ҫакӑ сисчӳлентерет. Чӗр чунсен тӗнчине сыхлакан дирекци ертӳҫин ҫумӗ Геннадий Исаков каланӑ тӑрӑх, ӗлӗкрех ҫак кайӑк-кӗшӗке сӑн ӳкерсе илме питех те кӑткӑс пулнӑ, ытларах ҫын пыман, пӑрпа витӗнмен вырӑнсене суйланӑ вӗсем. Халӗ вара иртен-ҫӳрентен ытлах шикленмеҫҫӗ. Унсӑр пуҫне экспертсем кӑҫал кӳлемӗш таврашӗнче хӗл каҫма юлнӑ кайӑк кӑвакалсен йышӗ нихҫанхинчен пысӑк пулнине палӑртаҫҫӗ - виҫҫӗре яхӑн. Вӗсенчен ытларахӑшӗ юхан шыв портне килӗштернӗ. Кӑвакалсем ку тӑрӑхра унччен те пурӑннӑ, анчах шутлӑ кӑна. Кӑҫал - чӑн-чӑн аншлаг. 

Екатерина Фомина, Вероника Павлова, Вадим Владимиров