Харӑсах темиҫе вырӑнта халӗ ӗҫ пырать. Малашне унта машинсем пӗр чарӑнмасӑр тенӗ пек иртсе кайма пултараҫҫӗ, ҫав хушӑра аслӑ ҫул водительсемшӗн те, ҫуракан ҫӳрекенсемшен те хӑрушсӑртарах пуласса шантарать яваплӑ пӗрлешӳ. Ҫула ҫӗнетме ҫӗршыв бюджетӗнчен 3 миллиард та 300 миллион тенке яхӑн уйӑрнӑ.
Ирина Николаева, Екатерина Янгалакова
Шупашкар районӗнче аслӑ ҫулӑн 6 ҫухрӑмне юсама пуҫланӑ. Ӗҫе 2023-мӗшӗнче вӗҫлемелле. Хыркассинчен пуҫласа Явӑш таранхи лаптӑк тӗпрен улшӑнӗ. Машинсене ҫӳреме кунта 4 йӗрлӗ ҫул сармалла. 3 тӗлте транспорт валли, 2 ҫӗрте ҫуран ҫӳрекенсем тата вылӑх-чӗрлӗх валли ятарлӑ каҫӑсем пулӗҫ. Строительсем халӗ ҫӗре тирпейлеме тытӑннӑ.
Проектпа килӗшӳллӗн, лаптӑк тӑршшӗпех тимӗр картапа ҫутӑ хунарӗсем вырнаҫтарӗҫ, ҫывӑхри ҫуртсене шӑв-шавран сыхлас тесе экрансемпе хӳтӗлӗҫ. Ӗҫе тапхӑрӑн-тапхӑрӑн тӑвӗҫ, кӑҫал 100 миллион тенкӗ уйӑрса панӑ. Пӗтӗмӗшле Мӑ-7 ҫулӑн ҫак лаптӑкне юсаса улӑштрама 2 миллиард ҫурӑ пӑхса хунӑ. Ҫапла майпа тепӗр 5 ҫултан кунта талӑкне 35-40 пин машин ирӗккӗнех ҫӳреме пултарать.
Федераци пӗлтерӗшлӗ ҫулшӑн яваплӑ Волга-Вятскуправтодор Мӑ-7-ӗн ытти лаптӑкӗсене те йӗркене кӗртме палӑртать. Сӑмахран, Лапсартан пуҫласа Кӳкӗҫ таранхи ҫула сарма проект хатӗрлеме пуҫланӑ. Хут ӗҫӗ сахалатан та 2-3 ҫул тӑсӑлма пултарать.
Куславкка районӗнче вара аслӑ ҫулӑн 7 ҫухрӑмне тӗпрен юсаҫҫӗ. Строительсем ӗҫе ҫуркунне пуҫӑннӑ, кӑҫалхи ҫумӑрлӑ ҫу самай чӑрмантарнӑ. Кунта 50-а яхӑн тӗрлӗ техникӑпа усӑ курнӑ, ҫӗрле те ӗҫлеме тивнӗ. Ҫавах та халӗ юсав графикпе килӗшӳллӗн пырать. Подрядчикӗн кунти ҫула та 4 йӗрлӗ тумалла. Вӑрмар поселокне кӗрсе-тухма тата автотранспорта кирлӗ енне ҫаврӑнма груша евӗр каҫӑ пулмалла. Энтри-Пасар ялӗ урлӑ иртекен ҫул лаптӑкӗ уйрӑмах хӑрушӑ шутланть. Ҫавӑнпа ҫутӑпа пӗрлех, кунта 2 светофор, ҫуран ҫӳрекенсене хӳтӗлекен карта вырнаҫтарӗҫ. Автобус чарӑнӗвӗсене тата водительсене канмалли лапама та хӑтлӑх кӳмелле. Ҫак лаптӑка 2005-мӗш ҫулта юлашки хут тӗпрен юсанӑ. Кӑҫал ӑна йӗркене кӗртме 640 миллион тенкӗ ытла уйӑрнӑ. Ку таранччен строительсем ҫулӑн 5 ҫухрӑмне ҫӗнетнӗ, чӳк уйӑхӗнче ӗҫе пӗтӗмпех вӗҫлеме палӑртнӑ.