Ӑшӑпа тивӗҫтерекен "Т плюс" компанире парӑмсене тӳлемелли пирки асӑрхаттараҫҫӗ

Энергетиксем суд приставӗсен службипе тачӑ ҫыхӑнура ӗҫлеҫҫӗ. Хальхинче вӗсем Ҫӗнӗ Шупашкарта рейд ирттерчӗҫ - коммуналлӑ ҫӑмӑллӑхсемпе усӑ курнӑшӑн вӑхӑтра тӳлеменнисем патне килрен-киле ҫӳрерӗҫ.

Алена Артемкина, Лидия Галактионова, Вадим Владимиров

Приставсем рейда каҫхи 6 сехетре тухрӗҫ. Ҫак вӑхӑтра чылайӑшӗ киле таврӑнать. Палӑртса хунӑ пӗрремӗш адреспа ҫитсен, унта пурӑнакан парӑмҫӑн икӗ машинине асӑрхарӗҫ. Транспортсен хуҫи малтанах хваттер алӑкне уҫмарӗ. Унтан приставсем ӑна балкон ҫине тухнине курчӗҫ. Арҫыннӑн парӑмӗ 20 пин тенке ҫитнӗ, иккен. Ӑна ҫавна тӳлесе татма сӗнчӗҫ. Вӑл укҫа ҫуккине пӗлтерсен, йӗрке хуралҫисем пӗр машинине арестлеме йышӑнчӗҫ. Эвакуатор ҫитиччен арест пирки калакан акт ҫырчӗҫ. Техникӑна ятарлӑ автостоянкӑна ӑсатрӗҫ.

Суд приставӗсем тӑрук килни тепӗр парӑмҫӑшӑн та кӗтменлӗх пулчӗ. "Лада" автомашин хуҫи ӑшӑпа, вӗри шывпа усӑ курнӑшан тахҫанах тӳлемен. Вӑл та парӑма татма укҫа ҫуккине пӗлтерчӗ. Приставсем ку арҫыннӑн машинине те эвакуаторпа ӑсатрӗҫ. Ҫапла, рейд вӑхӑтӗнче икӗ ҫӑмӑл машина арестлерӗҫ.

Енчен те 10 кунра парӑма туллин тӳлесе татмасан, арестленӗ пурлӑха сутса ярӗҫ. Укҫине энергипе тивӗҫтерекен организацине куҫарса парӗҫ. Рейда тухнӑ специалистем малалла ҫул тытрӗҫ. Вӗсен тата тепӗр 70 ҫӗре ҫитмелле.

Ку хваттерте пурӑнакансем те парӑма кӗнӗ. Приставсен вӗсен ноутбукне арестлеме тиврӗ. Энергетиксем халӑха вӑхӑтра ӑшӑпа тивӗҫтерес тесе тӑрӑшаҫҫӗ. Ҫакна хӑшӗ-пӗри хакламанни вӗсен кӑмӑлне пӑсать. Кӑҫал организацири филиалсенче юсав ӗҫӗсем ирттерме 550 миллион тенкӗ уйӑрнӑ. Паянхи куна Ҫӗнӗ Шупашкарта пурӑнакансен парӑмӗ 80 миллион тенке ҫитнӗ.

Парӑма кӗнӗ ҫынсемпе приставсем тӑтӑшах ӗҫлеҫҫӗ. Укҫа тӳлемелли пирки асӑрхаттарса вӗсем патне шӑнкӑравлаҫҫӗ, смссем яраҫҫӗ. Анчах та ҫакӑн витӗмӗ сахалрах. Чи лайӑх мел - претензи ҫырни. Рейдсен усси те куҫкӗрет. Хальхинче те парӑмҫӑсенчен ҫурри кирлӗ чухлӗ укҫа тупса ресурспа тивӗҫтерекен организацие куҫарса пачӗ.