Çак чĕлхе уйлăхĕ Етĕрне тăрăхĕнчи Сăр хĕрринче 9-мĕш çул ĕçлет. Унта чăвашла тĕрлĕ шайра пĕлекенсем е хальччен интернет урлă çеç кăсăкланнисем пĕр эрне пĕлĕвне ÿстерчĕç, чăваш культурин уйрăмлăхĕсемпе паллашрĕç.
Марина Карягина
Интернет ĕмĕрĕнче нумай чĕлхепе калаçас текеншĕн чăрмав çук. Вĕсемшĕн пирĕнни пек авалхи чĕлхесем паянччен сыхланса юлни уйрăмах кăсăклă. Уйлăха килнĕ хĕрĕх ытла вĕренекене чăвашла мĕн таран пĕлнине кура тăватă ушкăна уйăрнă. Чи пĕчĕккисем выляса вĕренеççĕ, аслисем грамматика вăрттăнлăхĕсене шĕкĕлчеççĕ. Ферран кунта Каталонирен килнĕ. Вăл та ыттисем пекех темиçе кун хушшинчех пирĕн халăх çинчен нумай пĕлсе ĕлкĕрнĕ, чăвашла калаçма та пуçланă.
Францис Таерс чăвашла пуплев синтезаторĕ хатĕрлет. Ку ĕçре ăна ватти-вĕтти пулăшма пултарать. Тĕрлĕ сасă кирлĕ: тĕрĕс калаçакансен те, йывăррăн сăмахлакансен те.
Чăвашла хăвăрт калаçма хăнăхас тени аван, анчах ансат меслет, шкулта методика текенни, пулмасан вĕренме питĕ йывăр. Нумай чĕлхепе ирĕклĕнех хутшăнма пултаракан Киев çынни, Артем Федоринчик, çакна питĕ лайăх ăнланать. Вăл кунта чăвашла вĕренме çеç мар, вĕрентме те килет.
Артем уйлăха пуçарса янă Аспарух Блиновпа Шупашкарта вăлах çулсерен ирттерекен лингвистика фестивалĕнче паллашнă, лагере килме кăмăл тунă. Пĕрремĕш хутĕнчех вĕрентÿ меслечĕ килĕшменнине вăл Блинова пĕлтернĕ.
Пĕр эрне тăршшĕнче тепри темиçе çул парта хушшинче ларса илейменнине те илсе ĕлкĕрме пулать иккен: чăннипех те тухăçлă чăваш чĕлхи урокĕсем, культурăпа йăла-йĕрке енĕпе ăсталăх сехечĕсем, тĕрлĕ ыйтăва пĕрле сÿтсе явни. Çапла ансат мелсем тупайсан, тен, хула шкулĕсенче те чăвашла вĕрентесси çăмăлланĕ.
Александр Блинов полиглот пуçарнипе „Хавал“ лагере тĕнчен мĕнпур кĕтесĕнчен чăвашла вĕренес текенсем пуçтарăнчĕç
