19 июля 2018 01:18   19°   $62.90 €73.13


Вести-Чăваш ен

Республикăра хурт-кăпшанкă ĕрчемелли майсем лайăх пулнине асăрхаттараççĕ

Лайăх тухăç  илес тесен, ӳсен-тăранпа пахча-çимĕçе асăрхасах тăмалла: хурт-кăпшанкăпа чир-чĕртен сыхламалла, çум-курăкран тасатмалла. Раççей ял хуçалăх центрĕн республикăри филиалĕнче тăрăшакансем ку тĕллевпе уй-хирте фитомониторинг ирттереççĕ.

04.07.2018 18:15

Шупашкарта Раççейри 40 регионти ал ĕç ăстисен пултарулăхĕпе паллашма пулать

Çĕршыв шайĕнчи «Молодые дарования» курава кăçалхипе 28-мĕш хут йĕркеленĕ. Пирĕн тăрăхра ăна пуçласа ирттереççĕ. Экспонатсем Хальхи ӳнер центрĕнче харăсах 6 пӳлĕм йышăнаççĕ.

04.07.2018 18:07

Çынна путасран çăлакана виçĕ çул иртсен чыслама йышăннă

Красноармейски районĕнчи Пайсупинра пурăнакан Елизавета Сергеева Раççей патшалăх наградине - «Вилекенсене çăлнăшăн» медале тивĕçнĕ. Кун пирки çĕршыв президенчĕ Владимир Путин Указ алă пуснă.

04.07.2018 18:05

Пурăннă пулсан Чăваш халăх поэчĕ Георгий Ефимов 90 çул тултарнă пулĕччĕ

Сăвăç пуян та тулли кунçул пурăнса ирттернĕ, 60 ытла прозăпа поэзи кĕнеки кăларнă, вырăс тата тĕнче литературин çÿллĕ шайри хайлавĕсене чăвашла куçарнă.

04.07.2018 18:02