22 мая 2018 07:27   17°   $62.53 €73.33


Вести-Чăваш ен

Республикăри чи пултаруллă çамрăк инспекторсем паллă

Республикăри пултаруллă вĕренекенсем çак кунсенче йăлана кĕнĕ йĕркепе Сĕнтĕрвăрри районне пуçтарăнчĕç. «Шурă чулсем» спортпа кану лагерĕнче çамрăк инспекторсен  28-мĕш конкурс-слечĕ иртрĕ.

15.05.2018 19:35

Тĕп хулари ача сатĕнче «Аттесен урокĕсем» иртеççĕ

Мĕн пĕчĕкрен ачасене амăшĕ юратса ÿстерет, ача сатĕнче  те вĕсене  пăхакансем яланхи пекех  - хĕр арăмсем. Ачана  çитĕнтерме ашшĕ те ытларах хутшăнтăр тесе Шупашкарти 185-мĕш  ача сатĕнче ĕçлекенсем «Аттесен урокĕсем» ятлă проект пуçарнă.

15.05.2018 19:34

Етĕрне районĕнчи тĕрĕ ăстисем ĕлĕкхине аса илсе кружока пуçтарăннă

90 çул каялла Етĕрне районĕнчи Пушкăртра «Тĕрлекен артель“ уçăлнă. Вăл таврари ялсенчи пултаруллă ал ăстисене пĕр çĕре пухнă.1991-мĕш çулта ĕçлеме пăрахнă пулин те, çынсем унта тăрăшнă ветерансене манмаççĕ, тăтăшах тĕл пулусем ирттереççĕ.

15.05.2018 19:31