21 ноября 2017 16:40   1°   $59.27 €69.67


Вести-Чăваш ен

„Трактор завочĕсен“ пуласлăхĕ пур

Паян Чăваш Енре „Трактор завочĕсем“ концерн йышне кĕрекен предприятисен ĕçне асăрхаса тăракан ушкăн килсе çитнĕ. Вĕсем „Промтрактор“, „Промтрактор – Промлит“ пĕрлешÿсенче тата Агрегат заводĕнче пулса курнă, ĕç коллективĕсемпе тĕл пулнă.

09.11.2017 19:26

Йĕпреç районĕнчи „Заря“ агрофирмăра кĕске вăхăтра икĕ вите хута янă

Кĕске вăхăтра – курăмлă улшăнусем. Йĕпреç районĕнчи „Заря“ хуçалăхра унчченхи колхозăн юхăннă ферми вырăнĕнче иртнĕ çул 200 пуç вырнаçмалăх вите çĕкленĕччĕ.

09.11.2017 19:24

Республикăри икĕ районта  федераци укçи-тенкипе пĕвесем юсаççĕ

Чăваш Енре федераци программипе пĕвесем юсаççĕ. Кăçал Куславкка тата Патăрьел районĕсенчи юхăннă шыв объекчĕсене йĕркене кĕртеççĕ. Вĕсене çĕнетме укçан ытларах пайне федераци бюджетĕнчен уйăрнă, республика та пулăшать.

09.11.2017 19:16