25 сентября 2017 14:26   9°   $57.65 €69.07


Вести-Чăваш ен

Шупашкарта вăрттăн ĕçлекенсене тупса палăртас тĕллевпе рейдсем иртеççĕ

Ятарлă комисси тĕп хулари икĕ ача сатĕнче пулса курчĕ. Вĕсенче юсав пырать. Строительсемпе пирĕн пултарулăх ушкăнĕ те курса калаçрĕ. Надежда Александрова, Анастасия Евгеньева, Виктор Степанов 185-мĕш ача сатĕнче ĕç вĕрет.

13.09.2017 20:03

Çĕнĕ Шупашкарта темиçе эрне пухăннă çÿп-çапа турттарса тухма пуçланă

Çĕнĕ Шупашкарти пĕр управляющи компани хула çыннисене йывăрлăха кĕртсе ӳкернĕ. Вĕсем коммуналлă хуçалăхри пулăшу ĕçĕсемшĕн вăхăтра тӳленĕ пулин те, вун-вун картиш çӳп-çап ăшне путнă.

13.09.2017 20:02

Сывă пурнăç йĕркине кăмăллакансене çитес шăматкун „Нацисен кроссне“ йыхравлаççĕ

Çитес шăматкун, авăн уйăхĕн 16-мĕшĕнче, çĕршывĕпех чупу кунĕ пулать. Йăлана кĕнĕ «Нацисен кросĕ» Чăваш Енре те иртĕ. Спорт уявне йĕркелекенсем ăмăртăва çынсем йышлă хутшăнасса кĕтеççĕ.

13.09.2017 20:01

Ÿнер музейĕнче Геннадий Козлов ĕçĕсен куравĕпе паллашма пулать

Чăваш патшалăх ÿнер музейĕнче «Вăл яланхи пекех илемлĕ…» ятлă курав уçăлчĕ. Унта Раççей художникĕсен пĕрлешĕвĕн пайташĕн Геннадий Козловăн ĕçĕсемпе паллашма пулать.

13.09.2017 20:00

Вăрнар районĕнчи фельдшерпа акушер пунктĕнче хутса ăшăтмалли тытăма юсанă

Хăшпĕр медицина учрежденийĕнче çуртсене хутса ăшăтмалли тапхăр пуçланасса кĕтмен – ăшă панă. Вăл шутра Вăрнар районĕнчи Енĕшри фельдшерпа акушер пунктĕнче.

13.09.2017 15:24

Пĕрле ĕçленисем тата куракансем Вячеслав Телятов телеоператора аса илчĕç

Çур çул пурăнса çитереймерĕ юбилейччен пирĕн ĕçтешĕмĕр Вячеслав Телятов оператор. «Чувашия» патшалăх телерадиокомпанинче тăрăшакансемпе куракансем Чăваш наци библиотекин залне пухăнса паллă оператор çуралнăранпа 80 çул çитнине паллă турĕç.

13.09.2017 12:13

Республикăра Никита Бичурина халалласа ăслăлăх конференцийĕ иртрĕ

Никита Бичурин 1777-мĕш çулта хальхи Шупашкар районне кĕрекен Типнер ялĕнче çуралнă. Çитĕнсен Хусанти тĕн академинчен вĕренсе тухнă хыççăн манах санне йышăнса Иакинф ят илнĕ.

13.09.2017 12:10