18 октября 2017 15:47   7°   $57.34 €67.46


Вести-Чăваш ен

Канашра нумай хутлă çуртсен тăррисене юсаççĕ

Кăçал Канашри нумай хутлă 24 çурт тăррине улăштармалла. Хальлĕхе саккăрăшне çĕнетнĕ. Оксана Баскакова, Анастасия Евгеньева, Владимир Синдеев Пушкин урамĕнчи çуртра пурăнакансем çак саманта тахçантанпах кĕтнĕ.

10.08.2017 18:43

Республикăра сусăр çынсем валли çĕнĕ ĕç вырăнĕсем йĕркелеççĕ

Раççей ĕç министерстви сусăр çынсене ĕçпе тивĕçтерес йĕркене çĕнĕлĕхсем кĕртме сĕнет. Малашне яваплă ведомство вĕсене ĕç тупма кăна мар, çĕнĕ вырăна хăнăхма та пулăшĕ.

10.08.2017 18:43

Республикăри хăш-пĕр шкулта çĕнĕ вĕренÿ çÿлĕнчен финанс урокне вĕрентме тытăнĕç

Ачасене мĕн пĕчĕкрен укçа-тенкĕпе тĕрĕс усă курма хăнăхтарĕç. Çĕнĕлĕхе 72 регионта йышăннă. Чăваш Енре проекта Сĕнтĕрвăррипе Патăрьел районĕсенче пурнăçа кĕртĕç.

10.08.2017 18:42

Шупашкарта Питтукассинчи ăпăр-тапăр купине тирпейлес ĕçе пуçлаймаççĕ

Федераци хыснинчен уйăрнă укçапа халĕ те усă кураймаççĕ. Питтукасси ял çывăхĕнчи çÿп-çап вырăнне тирпей-илем кĕртме подряд организацине суйлама 2 аукцион ирттернĕ.

10.08.2017 18:41