18 октября 2017 15:48   7°   $57.34 €67.46


Вести-Чăваш ен

Шупашкарти шкулсенче футболла вылямалли лаптăксем йĕркелеççĕ

Çĕнĕ вĕренÿ çÿлĕ тĕлне – футболла вылямалли çĕнĕ лаптăк. Çакăн пек парне Шупашкарти 61-мĕш шкулта вĕренекенсене кĕтет. Ăна хула программипе килĕшÿллĕн хатĕрленĕ.

08.08.2017 19:01

Мулкачкасси ялĕнчи Уралекки урамĕнче пурăнакансем çул çуккипе нушаланаççĕ

„Утрав çинчи пекех пурăнатпăр“, - теççĕ Муркаш районĕнчи Мулкачкассинчи пĕр урам çыннисем. Ял халăхĕ йĕркеллĕ çул çуккипе нушаланать. Алексей Енейкин, Игорь Ульянов, Никита Углев Мулкачкассинчи Уралекки урамĕнче пурăнакансен чăтăмлăх пĕтнĕ.

08.08.2017 19:00

Баракран - çĕнĕ хваттере

Халăхра «Шанхай» ятлă микрорайон сăн-сăпачĕ улшăнса пырать. Çынсене 20-мĕш ĕмĕрĕн 60-70-мĕш çулĕсенче лартнă бараксенчен çĕнĕ çĕре куçарса пĕтерсен нумай хваттерлĕ çуртсене хăпартакан компани пушаннă лаптăкра строительствăн 2–мĕш тапхăрне пуçласшăн.

08.08.2017 19:00