18 октября 2017 15:46   7°   $57.34 €67.46


Вести-Чăваш ен

Вăйă автомачĕсене тĕп турĕç

Республикăра астармăш вăйăсем вылямалли 650 автомата тата ытти хатĕре тĕп турĕç. Екатерина Фомина, Мария Никифорова, Вадим Владимиров Следстви комитетĕнчен пĕлтернĕ тăрăх, вĕсене саккуна пăсса тупăш тăвакансенчен туртса илнĕ.

02.08.2017 19:03

Республикăри шкулсенче çĕнĕ вĕренÿ çулне хатĕрленеççĕ

Ятарлă комиссисем шкулсене çĕнĕ вĕренÿ çулне йышăнассипе ĕçлеме пуçланă. Кăçал авăн уйăхĕн 1-мĕшĕнче республикăри 955 пĕлÿ учрежденийĕн алăкĕсем уçăлмалла.

02.08.2017 19:02

Елчĕк районĕнче пурăнакан Владимир Волков хăйне евĕр музей йĕркеленĕ

3 ĕмĕр каяллахи тимĕр укçасем, Франци вăрçинчен илсе килнĕ тараса, ĕлĕкхи чăваш халăхĕн çи-пуçĕпе ĕç хатĕрĕсем тата ытти кăсăклă япала. Елчĕк районĕнчи Аслă Шăхальте пурăнакан Владимир Волков килĕнче чăн-чăн музей йĕркеленĕ.

02.08.2017 19:01

Десантниксен кунне халалласа Хĕрлĕ тÿреме „кăвак беретсем“ пухăнчĕç

Паян Сывлăшпа десант çарĕсене йĕркеленĕренпе 87 çул çитрĕ. Ăна халалласа тĕп хулара тĕрлĕ ĕç-пуç иртрĕ. «Кăвак беретсем» малтанах Асăну паркĕнчи палăксем умне чечек хучĕç, унтан Хĕрлĕ тÿреме утса анчĕç.

02.08.2017 19:00