ГТРК Чувашия / Вести-Чăваш ен

16 августа 2018 09:07   20°   $66.38 €75.23


Вести-Чăваш ен

Шыв шутлакан хатĕрсене камăн тата хăçан тĕрĕслемелле?

Республикăра пурăнакансен почта ещĕкĕсенче „Шывпа тивĕçтернине шутлакан хулари пĕрлехи служба“ текен пĕрлешÿн пĕлтерĕвĕсене курма пулать.

15.08.2018 18:43

Чăваш музыкин генийĕ

Чăвашсен паллă композиторĕ Геннадий Воробьёв çуралнăранпа 100 çул çитнĕ ятпа Чăваш наци музейĕнче тăван музыкăн чаплă ĕçченне халалласа курав уçрĕç.

15.08.2018 18:42

Шупашкар уявĕнче никама та кичем пулмĕ

Çитес канмалли кунсем Шупашкарта асра юлмалла иртмелле. Ун чухне тĕп хулана никĕсленĕренпе 549 çул çитнине паллă тăватпăр. Уяв программинче 100 ытла ĕç-пуç.

15.08.2018 18:40

Республикăри кадет корпусĕнче ир пуçласа каçчен ĕç вĕрет

Вĕренӳ çулне республикăри 400 кадет çĕнĕ çуртра кĕтсе илĕ. Халĕ вĕсем ятарлă конкурс тухнă хыççăн чăтăмсăррăн авăн уйăхĕн 1-мĕшне кĕтеççĕ. Елена Дмитриева, Светлана Позднякова Елизавета Порфирьева 5-мĕш класрах пĕр иккĕленмесĕр Муркашри кадетсен ретне тăнă.

15.08.2018 18:37

Елчĕкре парк тăваççĕ

Хулари пурăнмалли майсене лайăхлатмалли программа ялсене те илемленме пулăшать. Елчĕкре тĕп стадион пулнă вырăнта хăтлă кану паркĕ тăваççĕ.

14.08.2018 18:25

Пыл туса илес тесен вĕлле хурчĕсене чунтан юратмалла

Паян - пыл сăпасĕ. Çак кун кĕрхисене вырма тухнă. Ку йĕркене халĕ пăхăнмасан та, çĕнĕ пыл кашниех тутанса пăхма тăрăшать. Пылак çимĕç кăçал мĕнле пулнă тата утарçăсене мĕн шухăшлаттарать?

14.08.2018 18:23

Шупашкарти „Юбилейный“ юлташлăхра иккĕмĕш çул ертÿçĕ суйлаймаççĕ

Икĕ ен пĕр пĕринпе калаçса татăлайманнипе тĕп хулари  сат ĕрчетекенсен «Юбилейный» юлташлăхĕ йывăрлăха кĕрсе ÿкнĕ.   Пăтăрмахра, яланхи пекех, ахаль çынсем нуша кураççĕ.

14.08.2018 18:13

Республикăра васкавлă медицина пулăшăвĕн аслă çул çинчи 2-мĕш пункчĕ ĕçлеме пуçларĕ

Ăна Муркаш районĕнчи Нискассинчи врач уйрăмĕнче никĕсленĕ.  Çапла майпа медиксем авари йышлă пулакан вырăнта çынсене ытларах çăлса хăварасса шанаççĕ.

14.08.2018 18:09

Патăрьелĕнче федераци программипе хунарсем лартаççĕ

Нурăс – Патăрьел - Елчĕк автоçул хĕррипе çутă хатĕрĕсем вырнаçтарасси малалла пырать. Проектпа килĕшӳллĕн, Патăрьелĕнче ĕçе  çак  уйăхра вĕçлемелле.

13.08.2018 19:27

Йĕпреç районĕнчи Ирçе Çармăсра пурăнакансем пархатарлă ĕç тăваççĕ

2008-мĕш çултанпа кунта çĕнĕ чиркÿ çĕклеççĕ. Халĕ кĕлĕсем малтан лавкка пулнă пысăках мар чиркÿре иртеççĕ.  «Çутă шанăçпа пикеннĕ ĕçе тума ыттисем те хутшăнсан   аванччĕ», - теççĕ ялта пурăнакансем.

13.08.2018 19:25

Çитĕнÿсем пур, ĕçлемелли вара тата нумай

Етĕрне районĕнче иртнĕ çур çулхи ĕç-хĕле пĕтĕмлетрĕç. Сăр тăрăхĕнче пурăнакансен çитĕнĕвĕсемпе тата кăткăс ыйтăвĕсемпе Республика ертӳçи Михаил Игнатьев паллашрĕ.

13.08.2018 19:24

Тĕп хулара туса пĕтернĕ çула куçса çÿрекен лаборатори кăтартăвĕсене шута илсе йышăнаççĕ

«Хăрушлăхсăр тата паха çулсем» федераци программи тĕп хулара иккĕмĕш çул ĕçлет. Патшалăх пулăшнипе пĕлтĕр, сăмахран, 28 çухрăм çул-йĕр çĕнетнĕ.

10.08.2018 19:28

Правительство çуртĕнче фермерсен тата ял хуçалăх кооперативĕсен ертÿçисен съезчĕ иртрĕ

Ăна ял хуçалăх министерстви пĕрремĕш хут йĕркелерĕ. Хресченĕн халĕ хĕрÿ тапхăр пулин те, канашлăва чылаййăн пухăнчĕç. Ку вăл пĕр-пĕрин ĕçĕпе паллашмалли, тĕрлĕ ыйтăва сÿтсе явмалли лайăх лапам пулнине палăртрĕç вĕсем.

10.08.2018 19:20

Тĕрлĕ районти ял çыннисем кооператива пĕрлешсе ыхра туса илме пуçланă

Ялта пурăнакансене ĕçпе тивĕçтерес, хушма тупăш тума май парас тĕллевпе республикăра 2 çул каялла «Деревенский чеснок» кооператив пуçарнă.

10.08.2018 19:15

Раççей ял хуçалăх центрĕн специалисчĕсем тыр-пул анисене тĕрĕслеççĕ

Чăваш Енре вырма хĕрсе пырать. Кĕрхисене пуçтарса кĕртнисем халĕ çурхи культурăсене тирпейлеме тухнă. Раççей ял хуçалăх центрĕн Чăваш Енри филиалĕнчи специалистсен те çак вăхăтра ĕç нумай.

09.08.2018 18:10

Чăваш Енре пĕрремĕш хут «Шупашкар – Атăл çинчи хула» ятлă çĕршыв шайĕнчи пленэр иртет

Раççейри чи паллă ӳнерçĕсене çак кунсенче кӳлемĕш таврашĕнче курма пулать. Алексей Енейкин, Виктор Степанов Çĕршывĕпех палăрнă 19 ӳнерçĕ Чăваш Енĕн тĕп хулине тĕрлĕ енчен ӳкереççĕ.

09.08.2018 18:05

Чрезвычайлă лару-тăру министерствинче ĕçлекенсем çынсене хăрушсăрлăх йĕркисене аса илтереççĕ

Çулталăк пуçланнăранпа республикăра 550 ытла пушар пулнă. Вут-çулăм 41 çын пурнăçне татнă, 66 миллион тенкĕлĕх тăкак кÿнĕ. Инкек пуласран сыхланма пулать, теççĕ Чрезвычайлă лару-тăру министерствинче ĕçлекенсем.

09.08.2018 18:03

Йĕпреç районĕнчи Липовка поселокĕнче Раççей Геройĕ Леонид Костантинов ячĕпе çул сараççĕ

Вăл 2001-мĕш çулта пурнăçран уйрăлнă. Подполковник тытса пынă вертолёта чечен боевикĕсем пулемётран пенĕ. Йывăр аманнăскер Леонид Константинов машинăна çулăм айĕнчен илсе тухма, пассажирсене çăлса хăварма пултарнă, анчах хăй ĕмĕрлĕхе куçне хупнă.

08.08.2018 18:33

Ашшĕ-амăшĕн тимсĕрлĕхне пула ачасем инкеке лекеççĕ

Республикăра кăçал 26 ача чÿречерен тухса ÿкнĕ. Вĕсенчен иккĕшĕ йывăр суранĕсене пула вырăнтах пурнăçран уйрăлнă. Виçĕ çул каялла кăна ачасемпе çыхăннă инкексен шучĕ икĕ хут сахалрах пулнă.

08.08.2018 18:32

Шупашкарти 203-мĕш сатикре çул-йĕр хăрушсăрлăх йĕркисене вĕренмелли лаптăк йĕркеленĕ

Çулталăк пуçланнăранпа Шупашкарта 42 ача машин урапи айне лекнĕ. Телее, вĕсен пурнăçне тухтăрсем çăлса хăварнă. Инкеке асăрхаттарас тĕллевпе республикăра темиçе çул ятарлă проект ĕçлет.

08.08.2018 18:31