Шупашкарти Хӗрлӗ Тӳремре археологи шыравӗ пырать

Строительсем реконструкци тунӑ чухне этем шӑмми-шаккине, авалхи ҫурт никӗсне асӑрханӑ. Халӗ унта историксем ӗҫлеҫҫӗ. 17-18-мӗш ӗмӗрсенче кунта масар пулнӑ тесе шутлаҫҫӗ ӑсчахсем. Строительсем ҫын шӑмми-шаккине фонтан тума пуҫласан асӑрханӑ. Кун пирки вӗсем тӳрех тӗрлӗ ведомствӑна пӗлтернӗ. Ку вырӑна малтан следовательсем тӗпченӗ, халӗ археологсем ӗҫлеҫҫӗ.

Алена Артемкина, Виктор Степанов