Компьютер вӑййи те спорт пулма пултарать

Спорт костюмӗ вырӑнне - кулленхи тум-тир, занятисем те ятарлӑ ҫӗрте мар, ҫемҫе диван ҫинче иртеҫҫӗ. Компьютер вӑййисене кӑмӑллакансем "Чебоксары- Арена" пӑр керменне пуҫтарӑнчӗҫ. Унта киберспорт енӗпе турнир иртрӗ.

Вероника Павлова, Семен Антонов

Симӗс газон вырӑнне - шухӑшласа кӑларнӑ лаптӑк. Анчах та вылякансем чӑн ҫынсем. Киберспорт ытти ӑмӑртусенчен нимӗнпе те уйрӑлса тӑмасть тейӗн. Лайӑххисен йышӗнче пулас тесен кашни кун тенӗ пекех пӗлӗве ӳстермелле. Павел Яковлев, тӗслӗхрен, футболпа 10 ҫул кӑсӑкланать. Каччӑ ятарлӑ лаптӑкра ҫеҫ мар, килте компьютер умӗнче те ӑсталӑхне туптать.
Турнир виҫӗ енпе иртрӗ: "Dota", "World of Tanks" тата "Fifa". Киберспортсменсен йышӗнче хӗрсене те курма пулчӗ. Каччӑсемпе тан тупӑшас тесен чеерех пулмалла, тет Дарья Корчева. Ҫавӑнпа вӑл арҫын ача ятӗнчен вылять. Теприсем, авӑ, ҫӗнтерес тесе асамлӑ чӗрчун костюмне тӑхӑнса килнӗ.
Турнира Чӑваш Енри Обществӑлла палата пулӑшнипе йӗркеленӗ. Влаҫ тытӑмӗнче ӗҫлекенсем ҫамрӑксен кӑмӑлне шута илсе ҫакӑн евӗр тупӑшусене час-часах ирттерме сӗннӗ. Чи пултаруллисенчен республика ушкӑнне йӗркелеме палӑртнӑ. Вӗсем малашне Чӑваш Ен чысне ҫӗршыв тата тӗнче шайӗнче хӳтӗлӗҫ.