Виктор Родионов паллӑ артист ҫуралнӑранпа 95 ҫул ҫитрӗ

Хӑй вӑхӑтӗнче республикӑра пурӑнакансем ӑна курса киленессишӗн Чӑваш патшалӑх академи драма театрне ҫӳренӗ, сассине илтессишӗн радио янӑ. РСФСР халӑх артисчӗ, Чӑваш халӑх артисчӗ, Станиславский ячӗллӗ Патшалӑх премийӗн лауреачӗ ҫуралнӑранпа 95 ҫул ҫитрӗ.

Марина Карягина, Екатерина Янгалакова

Сайра тӗлпулакан пулӑм: Сӗнтӗрвӑрри хулинче вырӑс ҫемйинче ҫуралнӑ ачана шӑпи чӑваш театрне илсе ҫитернӗ. 1941-мӗш ҫулта музыка училищи пӗтернӗ хыҫҫӑн, хӑйӗн телейне е чӑваш халӑхӗн телейне, ӑна Мускаври Патшалӑх театр ӳнерӗн институчӗн студине вӗренме илеҫҫӗ. Ҫӗршывшӑн чи йывӑр тапхӑрта, Тӑван ҫӗршывӑн Аслӑ вӑрҫи вӑхӑтӗнче пӗрле вӗренни ҫинчен СССР халӑх артистки Вера Кузьмина каласа пачӗ.
Виктор Родионов 1947-мӗш ҫулта Мускавран вӗренсе таврӑнсанах палӑрнӑ. Хӑй енне туртакан темӗнле илӗртӳллӗ вӑйпа илем пулнӑ шӳтлеме ӑста хулӑм саслӑ ҫамрӑкра. Чӑваш патшалӑх академи драма театрӗнче ӗҫленӗ вӑхӑтрах вӑл 11 ҫул пирӗн радиопа телевидени дикторӗ те пулнӑ. Ӑна "Чӑваш Левитанӗ" тесе хисепленӗ. Пысӑк ӑста хӑйӗн ӗмӗрӗнче 350 ытла куракан асӗнче ӗмӗр пурӑнмалӑх сӑнар калӑпланӑ. Шолоховӑн "Уҫнӑ ҫеремӗнчи" Нагульнов, Константин Ивановӑн "Нарспийӗнчи" Тӑхтаман, Осиповӑн "Айдарӗнчи" Айдар, Николай Терентьевӑн "Хумсем ҫырана ҫапаҫҫӗ" драминчи Иван Яковлев, "Пушар лашинчи" Иван - вӗсем пурте тӑван театрӑн ылтӑн ҫӳпҫинче.

Виктор Родионовӑн ачалӑхӗ Шупашкар районӗнчи Шӗмшерте иртнӗ. Унӑн ятне сума суса уява сӗнтӗрвӑррисем те, Шупашкар районӗнчи шӗмшерсем те килнӗ. Пурте "пирӗн Родионов" тесе мӑнаҫланаҫҫӗ. Ӑна кашни паллакан ҫапла калама хатӗр, анчах ачисемшӗн вӑл - чӑннипех чи-чи хакли ӗнтӗ. "Ун пек атте урӑх ҫук пуль" теҫҫӗ Еленапа Владимир ашшӗ ҫинчен асилсе каласа пана май. Паянхи ҫамрӑк артистсем вара Виктор Родионова вӗрентекен вырӑнне хураҫҫӗ.

Валерий Яковлев калашле, театр ҫынна улӑштараймасть, анчах шухӑша ярать, чун-чӗрене тасатать, хамӑр ҫине айккинчен пӑхса пӗтӗмлетӳсем тума май парать. Виктор Родионов калӑпланӑ сӑнарсем куракана ҫӗр ҫумӗнчен кӑштах ҫӳлте пулма вӗрентнӗ те.