Тӗп хулари суту-илу центрӗнче ҫӑлавҫӑсен вӗренӗвӗ иртрӗ

Сценари тӑрӑх, суту-илӳ центрӗнче ӗҫлекенсем ҫулӑма малтан хӑйсем тӗллӗн сӳнтерме пикеннӗ. Анчах пушар сарӑлсах пынӑ, ҫӑлавҫӑсене чӗнсе илме тивнӗ. Сирена ӗҫлесе кайсанах, сутуҫӑсемпе центра килнӗ ҫынсен тӳрех эвакуацилеме тытӑнчӗҫ. Ҫакӑн валли 5 минут кирлӗ пулчӗ. Тӗтӗм-сӗрӗм ҫӳлти хутсене хӑпарни ҫӑлавҫӑсене тӗллеве пурнӑҫлама кансӗрлерӗ. Ҫитменнине, фойере сывлӑш хӗрсе кайнӑ. Тӗп хулари пушар хуралӗн гарнизонӗнчи мӗн пур вӑя ура ҫине тӑратнӑ. Ҫуртра пластик пайсем нумай пулнӑран, пушар йывӑрлӑхне виҫҫӗмӗш ранг панӑ. Ҫулӑма лӑплантарма 12 техника явӑҫтарнӑ. Вӗсен йышӗнче автоцистернӑсем, пусмасем тата ытти те. Унпа пӗрлех инкек тухнӑ вырӑнта полицисемпе тухтӑрсем ӗҫлерӗҫ. Ҫӑлавҫӑсем ҫӳлти хутра вырнӑҫнӑ кинотеатра тросс туртрӗҫ. Вӑл тӗтӗм-сӗрӗмре ҫухалса каясран пулӑшрӗ. Ун тӑрӑх ҫынсене залран пӗрерӗн-пӗрерӗн кӑларчӗҫ.

Аманнӑ, тӗтӗм-сӗрӗмпе чыхӑннӑ ҫынсене урамра тухтӑрсем кӗтсе илчӗҫ. Суранланнисене тӳрех больницӑсене ӑсатрӗҫ. Вӗренӳре кӗтменлӗх хушӑнсах пычӗ. Температура пысӑк пулнипе пластик мачча ишӗлсе аннӑ. Ҫулӑма ҫӳлтен пусмапа усӑ курса сӳнтерчӗҫ.

Ку ҫуртра ҫирӗплетнӗ тактикӑна вӗҫне ҫити пӑхӑнма йывӑр. Ҫакӑ суту-илӳ центрӗнче ҫын нумай тата лаптӑк пысӑк пулнипе ҫыхӑннӑ. Ҫавна пулах шалта юлма пултарнисене шыраса тупма кансӗр. Шӑпах ҫав йывӑрлӑхсене хатӗр пулас тесе вӗренӗве йӗркеленӗ. Раҫҫей чрезвычайлӑ лару-тӑру министерствин республикӑри Управленийӗнчи пай пуҫлӑхӗн ҫумӗ Александр Зобов ҫӑлав операцине пӗтӗмӗшле лайӑх хак пачӗ.