Ятарлӑ техника эрнере 2-3 хут пулать

Ҫӳп-ҫап реформи пуҫланнӑранпа ҫулталӑк иртрӗ. Вӑл еплерех пурнӑҫланнине пӗтӗмлетме Чӑваш патшалӑх канашӗн депутачӗсем Шупашкар районне ҫитрӗҫ. Хӑнасем Шорчекассинче тата Тутаркассинче мӗн курнипе кӑмӑллӑ юлчӗҫ.

Надежда Александрова, Семен Антонов

Депутатсене Шорчекассинче темиҫе эрне каялла кӑна вырнаҫтарнӑ контейнерсене кӑтартрӗҫ. Ку ялта пурӗ ҫӳп-ҫап пуҫтармалли 7 лаптӑк. Вӗсене тума халӑх пуҫарӑвне пурнӑҫа кӗртмелли программӑпа усӑ курнӑ. Ӗҫсен 10 процентне ял ҫыннисем тӳленӗ. Контейнерсем тап-таса та пушӑ. Ҫакна Шемшер ял тӑрӑхӗн пуҫлӑхӗ Виталий Иванов ӑпӑр-тапӑр турттаракан машин ирхине кӑна килсе кайнипе сӑлтавларӗ. Ятарлӑ техника эрнере 2-3 хутччен пулать, иккен.

Тутаркассинче хӑйӗнче кӑна 8 контейнер. Ял тӑрӑхӗнче вара пурӗ 45 савӑт. Ҫӳп-ҫап пухмалли лаптӑка тӑрӑ айне вырнаҫтарнине лайӑх тесе хакларӗҫ. Ҫулла - ҫумӑртан, хӗлле - юртан сыхлӗ вӑл. Депутатсем ӑпӑр-тапӑр пухмалли лаптӑкӑн стандартне ҫиреплетме сӗнчӗҫ. Ҫакӑ чылай ыйтӑва сирме пулӑшӗ, ӗҫ хакне те татса парӗ. Тутаркассинче пурӑнакансем хӑйсен ял тӑрӑхне илемлӗ те таса курма хӑнӑхнӑ. Кунта пулса иртекен улшӑнусем вӗсене тивӗҫтереҫҫӗ.

Реформа пуҫламӑшӗнче вырӑнти самоуправлени органӗсемпе регионти оператор ҫӳп-ҫап пухмалли 13 пин ытла вырӑн тума палӑртса хунӑ пулсан, вӗсенчен 38 проценчӗ хатӗр пулман. Паянхи куна 4 пин ытла контейнер лаптӑкӗ хатӗр. Ыттисене ҫывӑх вӑхӑтра туса пӗтермелле. Контейнерсене ятарласа кӑвак тата симӗс тӗслисене туянаҫҫӗ. Малашне ҫакӑ ҫӳп-ҫапа уйӑрса пуҫтарма пулӑшӗ теҫҫӗ. Республикӑра пурӑнакансем ҫак ҫӑмӑллӑхшӑн укҫа ытларах тӳлеме пуҫланӑ. Уйрамах Улатӑр, Канаш, Шупашкар, Ҫӗнӗ Шупашкар тата Ҫӗмӗрле хулисенче пурӑнакансем хӑйсен тивӗҫне туллин пурнӑҫлаҫҫӗ. Патӑрьел, Хӗрлӗ Чутай, Ҫӗмӗрле райнӗсенче вара ку кӑтарту чи пӗчӗкки.

Ҫӳп-ҫапшӑн тӳлемелли нормативсене тӗрӗслесси малалла пырать. Хӗллехи, ҫурхи, ҫуллахи виҫевсене тунӑ, халӗ кӗркуннехи юлнӑ. Ӑна ҫитес эрнере ирттерӗҫ. Кун хыҫҫӑн ҫӗнӗ тарифсене ҫирӗплетӗҫ.