Чӑваш патшалӑх университечӗ шкул ачисем валли йӗркеленӗ "ЧувГугОл" профиллӗ сменӑна каякансем паллӑ

Ҫӗнтерӳҫесене палӑртас тӗллевпе республикӑн кашни районӗнчех ирттернӗ суйлав тапхӑрӗсем вӗҫленчӗҫ. Кӗрхи каникул вӑхӑтӗнче Чӑваш Енри 285 ҫамрӑк физикпа математик тата Беларуҫри 15 вӗренекен ятарлӑ сменӑра ӑсталӑхне туптама пултараҫҫӗ.

Ирина Николаева, Анжелика Артемьева, Никита Углев

Кӑткӑс ыйтусене тӗрӗс те туллин хуравласси. Олимпиадӑра чылай чухне шкул программинчи пӗлӳ ҫеҫ ҫителӗксӗр, вӗренекенсен хӑйсен тӗллӗн те пӗлӳ пухмалла. "ЧувГугОл" профиллӗ сменӑна каякансене палӑртмалли суйлав тапхӑрне Ҫӗрпӳ районӗнчи пур шкултан та хутшӑннӑ. Хӑнӑхтарусем ансат пулманнине пытармаҫҫӗ ҫамрӑксем, анчах тӗллевӗ илӗртет.

Чӑваш патшалӑх университечӗ йӗркелекен профиллӗ смена 2 эрнене яхӑн пулӗ. Юпа уйӑхӗн 26-мӗшӗнчен пуҫласа чӳкӗн 8-мӗшчен шкул ачисем валли республикӑри пӗр лагерьте 3 пайран тӑракан паха вӗрентӳ программи хатӗрленӗ. Калӑпӑр, ушкӑнсене пайланса вӗсем предприятисенчи технологи йывӑрлӑхӗсене мӗнле татса памаллине тӗпчеҫҫӗ.

Шкул ачисене физикӑпа информатика хальхи производствӑна мӗнле майпа пулӑшнине ӑнлантарса парӗҫ. Университет преподавателӗсемпе пӗрле ку ӗҫе предприяти ертӳҫисене те явӑҫтарасшӑн. Лекцисене цехсене ҫитсе тӗслӗхсемпе ҫирӗплетсе ирттерме палӑртнӑ. Унсӑр пуҫне ятарлӑ сменӑна хутшӑнакансем ҫапла майпа малашне те университетӑн пурнӑҫне явӑҫма хатӗр. Наукӑна кӑмӑллакансем электротехникӑн пӗчӗк академине лекме тивӗҫ, ыттисем, сӑмахран, волонтер пулма пултараҫҫӗ.

Олимпиадӑсенче мала тухнӑшӑн тата наука конференцийӗсене хутшӑннӑшӑн вӗренме кӗнӗ чухне 5 паллӑ параҫҫӗ. Ҫавӑнпа техника специальноҫне алла илес текен шкул ачисен тӳлевсӗр аслӑ пӗлӳ илме май хушӑнать, палӑртаҫҫӗ университетра.