Чӑваш Енре вакцинаци тапхӑрӗ вӑй илсе пырать

Ҫынсем тӳлевсӗр привика больницӑсенче тума пултараҫҫӗ. Шупашкарта ятарлӑ куҫса ҫӳрекен пунктсем те ӗҫлеҫҫӗ. Ҫавӑн пекех специалистсем предприятисемпе организацисенче тӑрӑшакансен сывлӑхне те пысӑк тимлӗх уйӑраҫҫӗ. Тӗп хулари 1-мӗш клиника больницин тухтӑрӗсем Трактор заводӗнче ӗҫлекенсене прививка турӗҫ.

Елена Дмитриева, Никита Углев

Юлия Ефимова Трактор заводӗнче 41-мӗш ҫул вӑй хурать. Тухтӑрсем кашни ҫулах ӗҫе килсе прививка тунишӗн хӗпӗртет хӗрарӑм. Ҫакӑ вӑхӑта перекетлеме пулӑшать, тет вӑл. Юлия Ефимова шӑнса пӑсӑласран кашни кӗркунне сывлӑхне ҫиреплетме тӑрӑшать.

Трактор заводӗнче 2 пин ҫурӑ рабочи ӗҫлет. Тухтӑрсем кӑмӑл тӑвакансене кӑна йышӑнаҫҫӗ. Малтанах ҫынсен сывлӑхне тӗрӗслеҫҫӗ, юн пусӑмне виҫеҫҫӗ, унтан тин прививка тума ирӗк параҫҫӗ. Аллергипе аптракансене, пулас амӑшсене тата шӑнса пӑсӑлнисене тӑхтама ыйтаҫҫӗ. Кашни ҫул прививка тӑвакансем вакцинӑн уссине туйса илнӗ тӗ ӗнтӗ.

Чӑваш Ене ҫурла уйӑхӗнчех эмелӗн пӗрремӗш партине кӳрсе килнӗ. Паянхи куна 162 пине яхӑн ҫынна прививка тунӑ. Тухтӑрсем сивӗсем пуҫланиччен сывлӑх пирки шутлама чӗнсе калаҫҫӗ.

Ҫавӑн пекех халӗ куҫса ҫӳрекен пунктсем те ӗҫлеҫҫӗ. 1-мӗш клиника больницинчи специалистсем хулара пурӑнакансене тӗрлӗ вырӑнта йышӑнаҫҫӗ.

Ҫакӑн пек хӳтлӗх уйрӑмах шкула кайман ачасене, 60-тан иртнӗ ҫынсене, чӗре, ӳпке, хырӑм чирӗсемпе аптракансене кирлӗ. Пӗчӗк ачасене 6 уйӑхранах прививка тума юрать.